Тĕмер шкулĕнчи кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем Тăвайри халăх краеведени музейĕнчи выставка залĕнче «Бабочки и жуки» куравпа паллашнă хыççăн, ача-пăча библиотекине куçрĕç. «Чăваш Енĕн паллă çыннисем» кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ пулнă май йĕркеленĕ ăна. Вулав залĕнче Тĕмер ялĕнче пурăнакан Валентина Капитоновна Петровапа ăшă тĕлпулу иртрĕ.
Вăл Тăвай енĕн паллă çыннисенчен пĕри, ялти шкулта кĕçĕн классене 32 çул вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă. Мĕн чухлĕ çамрăка пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма пулăшман-ши çак хушăра? Палăртма кăмăллă, пĕрремĕш вĕрентекене юратнăран нумайăшĕ учитель ĕçĕпе çыхăнтарнă малашлăхне.
Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Валентина Капитоновна тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. 86 çулта пыракан ветеранăн сăнне «Районăн мухтавлă çыннисем» ятлă пысăк стенд çине кĕртнĕ. Çемьен 55 çулхи юбилейĕ чухне Петровсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысланă. Ĕçтешĕсем хушшинче те, ялта та пысăк хисепре вăл. Мăшăрĕпе Василий Александровичпа пилĕк ача çуратса ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ панă. Тĕлпулăва унăн ачисем — Надежда, Сергейпе Людмила хутшăнчĕç. Сергей Васильевич ачасене атте-аннене хисеплеме, спортпа туслă пулма чĕнсе каларĕ.
Раиса Александровна Иванова учительница Валентина Капитоновна уншăн яланах ырă тĕслĕх пулнине, ĕçре кирлĕ сĕнÿсемпе пулăшнине каласа пачĕ. Елена Михайловна Степанова вĕрентекенпе краеведени музейĕн заведующийĕ В.В.Федоров та çак тĕлĕнмелле сăпайлă хĕрарăм çинчен ăшă сăмахсем каларĕç, нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунчĕç. Тĕмер шкулĕнчи вĕренекенсем педагогика ĕçĕн ветеранĕ ячĕпе литмонтаж хатĕрленĕ. Вĕсем шăрантарнă илемлĕ юрă та чун-чĕрине хускатрĕ.
Валентина Капитоновна ачасене тăрăшса вĕренме, пĕр-пĕрне хисеплеме, çирĕп сывлăхлă пулма сунчĕ. Тĕлпулăва ача-пăча библиотекинче ĕçлекен Н.Уськина йĕркелесе ертсе пычĕ.