Ĕçчен те пуçаруллă çынсем çинчен сăмах хускатсан, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ малтанах Анатолий Гурьева асăнчĕ. Ĕçре палăрнисене ял администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе чысланă чухне те ун хушамачĕ малтан тухрĕ (сăн ÿкерчĕкре).
Шыв пăрăхĕсене юсамалла е ытти ĕçсенче арçын алли кирлĕ — яланах пулăшма хатĕр вăл. Тирпей-илем кĕртессипе йĕркелекен субботниксене çемйипех хутшăнаççĕ. Ыр кăмăллăх ĕçĕсенчен те айккинче тăмаççĕ.
«Акконд-агро фирма» обществăн выльăх-чĕрлĕх комплексне куллен ĕçе васкать Анатолий Гурьев. Скотникре тăрăшать вăл кунта, ĕçтешĕсем хушшинче пысăк хисепре. Кил хуçалăхĕнче те нумай выльăх усраççĕ. Тăванĕсене фермер хуçалăхĕн-чи ĕçсенче те пулăшма вăхăт тупаççĕ.
Канаш хула больницинче медсестрара вăй хуракан мăшăрĕпе Алина Петровнапа 3 ача пăхса ÿстереççĕ. Николай — çар çынни, Евгения — Тăвайри вăтам шкул учителĕ. Агния ялти шкулта пĕлÿ пухать.
"Çапла ял пурнăçне лайăхлатма, хăтлăрах тума хăйсен сулмаклă тÿпине хываççĕ Анатолий Гурьев пек маттур çынсем", — тесе палăртать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Роман Егоров.