1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
18 апреля 2022 г. 14:13

«Кунта тăшман ури пусаймĕ»

Пĕлтĕр «Чăвашкино» патшалăх студийĕ «Кунта тăшман ури пусаймĕ» художествăллă-документлă фильм ÿкернĕ. Кинокартинăна Чăваш Енĕн патшалăх премине пама тăратнă.

Халĕ ăна республикипех пăхаççĕ. Апрелĕн 13-мĕшĕнче асăннă фильма Тăрмăшри культура çуртĕнче те кăтартнă. Унта Хусанпа Сăр хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен йывăр пурнăçĕпе паттăрлăхне сăнласа панă. Фильма ÿкернĕ çĕре пирĕн районти культура ĕçченĕсем те хутшăннă. Кинокартина пуçланас умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов фильма ÿкерме хутшăннисене пурне те тав сăмахĕ каланă, творчествăра ăнăçусем суннă, кинокартина пулас ăрусем валли историе упраса хăварма пулăшнине палăртнă, Лидия Михайловна Михайлована, Валентина Кирилловна Терентьевана, Елизавета Ильинична Ильинана, Екатерина Титовна Федотована тата Ирина Витальевна Порфирьевана (сăн ÿкерчĕкре) маларах асăннă хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă Асăну медалĕсем панă.

Тăвай районĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Римма Гурина Чăваш Енĕн НТРК журналисчĕсене интервью панă, ăна апрелĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен телеканалĕн каçхи хыпарĕсенче пăхма пулать.

 
Поделиться:
Распечатать