1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
18 апреля 2022 г. 14:16

Пулă ĕрчетессипе ĕçлеççĕ

Çак кунсенче республикăри журналистсен икĕ ушкăнĕ пулнă Тăвай енре. Район хаçачĕн журналисчĕсем те пулнă вĕсемпе пĕрле. Вĕсене кунти ĕçлĕ лару-тăрупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрне пулăшакан Светлана Леонтьева, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн ертÿçи Николай Краснов паллаштарнă.
 
Нăрваш салинчи Новиков хресчен-фермер хуçалăхĕн-че форель пулă ĕрчетес ĕçпе кăсăкланнă журналистсем. Евгений Геннадьевич хăйĕн хуçалăхĕнчи ĕçсем тата пуласлăх планĕ çинчен каласа кăтартнă. «Агростартап» программăпа 2019 çулта грант илнĕ вĕсем, таварлăх пулă ĕрчетессипе инвестици проектне ăнăçлă пурнăçа кĕртме пуçланă.
2020 çулта шывлă резервуарсене вĕтĕ пулăсем янă. Кăçал хуçалăх 2 тонна форель сутнă.
Хуçалăх малалла аталанать. Евгений Геннадьевич таварлăх пулла çулталăкра 50 тоннăна çитересшĕн. Форельсене ĕçлесе тирпейлекен цех тума пуçланă. Инвестици проекчĕн калăпăшĕ 25 миллион тенкĕпе танлашĕ.
Журналистсем Владимир Борисовичпа Николай Родионовичран интервью илнĕ. Вĕсем экономикăпа ял хуçалăх аталанăвĕ, çураки ирттерме мĕнле хатĕрленни, çурхи ейÿ лару-тăрăвĕ çинчен каласа кăтартнă.
 
 
 
 
 
Поделиться:
Распечатать