1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Июль 2024 г.
18 апреля 2022 г. 14:15

Регион тапхăрĕнче те пĕрремĕш

«Ĕçе тата оборонăна хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлассипе республикăри ĕç коллективĕсем хушшинче регион тапхăрĕн слетĕнче Тăвай районĕн команди пысăк кăтартупа палăрнă.

Çакăн пек фестивале виççĕмĕш хут ирттереççĕ. ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров пур муниципалитетрах ГТОн тест центрĕсем ĕçленине палăртнă. Юлашки 3 çул хушшинче 19 спорт площадки туса, вĕсене кирлĕ тренажерсемпе тивĕçтернĕ. Кăçал тепĕр 3 площадка хута ямалла.

Район чысне «Аль» ФСК—ДЮСШ» команди çивĕч кĕрешÿре ăнăçлă хÿтĕлесе мала тухнă. Тĕрлĕ ÿт-пÿ хусканăвĕсем туса, 50 метра ишсе тата ытти тĕрĕслев витĕр тухса ГТО нормативĕсене пурнăçланă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Çĕрпÿри «Азамат» ДЮСШ тата «АБС Электро» командăсем.

Тăвайсен Аль «ФСК» команди майăн 15—20-мĕшĕсенче Екатеринбургри Пĕтĕм Раççейри фестивале хутшăнать.

Поделиться:
Распечатать