1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 24 Ноябрь 2024 г.
25 апреля 2022 г. 20:15

Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Янăра, чăваш чĕлхи!» фестиваль - конкурс иртрĕ

Шкул ачисен тата вӗрентекенсен пултарулăхне тупса палăртас, вӗрентекенсен паха  опытне  сарас, чăваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстерес тӗллевпе  Чăваш чӗлхи кунне тата Чăваш Республикинчи  Мухтавлă ентешсен, Тăвай тăрăхӗнчи сумлă та паллă çынсен çулталăкне  халалласа ака уйăхӗн 22 – мӗшӗнче район шайӗнче  «Янăра, чăваш чӗлхи!» пултарулăх  конкурсӗ иртрӗ.

Жюри текста тӗп-тӗрӗс ăнланнине кăна мар, çавăн пекех текста  сăнарлă тата пӗлтерӗшлӗрех тытăма, шала кӗрсе кайнине, сăмах çаврăнăшӗн пӗлтерӗшне, эстетика, ăс-хакăл, кăмăл-туйăм тӗлӗшӗнчен витӗм кӳме пултарнине хакларӗ.

Чăннипех те чăн – чăн уяв пулчĕ ку мероприятии. Ачасем чăваш тумĕсемпе пĕрин хыççăн тепри чуна тыткăна илмелле сăвăсемпе илемлĕ литература произведенийĕсенчен илнĕ пайсене вуларĕç.

 Конкурса виçӗ çуллăх категорийӗпе пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденийӗсен 5-11 класӗнче вӗренекенсем тата чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем хутшăнчӗç.

Чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем  тӗрлӗ номинацире тупăшрӗç:

Вокал» номинацире  Кириллова Э.Н.  (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ) çӗнтерӳçӗ пулчӗ.

«Сăвă» номинацире Николаева И.Н. (Тăвай шкулӗ) пӗрремӗш,  Васильева Г.П. (Йăнтăрчă шкулӗ) – иккӗмӗш,  Якуркина  Р.В.(Тӗмер шкулӗ) – виççӗмӗш вырăнсем йышăнчӗç.

«Проза» номинацире Никифоров П.А. (Элпуç шкулӗ) – пӗрремӗш вырăн,  Степанова Г.А. (Тăвай шкулӗ) –иккӗмӗш, Филиппова Н.К. (Чутей шкулӗ) – виççӗмӗш вырăн.

«Автор сăвви» номинацире Степанова Г.Ф. (Нăрваш шкулӗ) – пӗрремӗш вырăн; Морякова Л.П. (Тушкил шкулӗ) –иккӗмӗш, Григорьева З.Н. (Тăрмăш шкулӗ) виççӗмӗш.

Жюри членӗсем пӗр шухăшлăн пулса 5-6 класра вӗренекенсенчен пӗрремӗш вырăна Степанова Ю. (Тăрмăш шкулӗ, вӗрентекенӗ – Григорьева З.Н.), иккӗмӗш вырăнсене  Макарова Е. (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ, вӗрентекенӗ – Кириллова Э.Н.), Сергеева М. (Енӗш Нăрваш шкулӗ, вӗрентекенӗ - Степанова Г.Ф.),  виççӗмӗш вырăнсене Кириллов С. (Тушкил шкулӗ, вӗрентекенӗ - Морякова Л.П.), Федорова В. (Тăвай шкулӗ, вӗрентекенӗ – Степанова Г.А.) йышăннине палăртрӗç.

7-8-мӗш классем хушшинче çӗнтерӳçӗ  шутне  Павлова А. (Енӗш Нăрваш шкулӗ, вӗрентекенӗ – Степанова Г.Ф), иккӗмӗш вырăнсене  Степанова Д. (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ, вӗрентекенӗ – Кириллова Э.Н.), Нилова К. (Элпуç шкулӗ, вӗрентекенӗ- Александрова С.И.), Васильева М. (Тăрмăш шкулӗ, вӗрентекенӗ – Григорьева З.Н.),  виççӗмӗш вырăнсене Васильева Р.(Тушкил шкулӗ, вӗрентекенӗ –Морякова Л.П.), Анисимова В.( Тăвай шкулӗ, вӗрентекенӗ - Николаева И.Н.), Аксанова У. (Тӗмер шкулӗ, вӗрентекенӗ –Якуркина Р.В.) тивӗçлӗ пулчӗç.

9-10-мӗш класра вӗренекенсенчен пӗрремӗш вырăна Максимов Н. (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ, вӗрентекенӗ – Кириллова Э.Н.), иккӗмӗш вырăнсене  Чайкин А. (Чутей шкулӗ, вӗрентекенӗ – Филиппова Н.К.), Симушкина А.( Тăвай, вӗрентекенӗ – Николаева И.Н.), виççӗмӗш вырăнсене Егоров К. (Йăнтăрчă шкулӗ, вӗрентекенӗ - Васильева Г.П.), Лукина Р.( Енӗш Нăрваш шкулӗ, вӗрентекенӗ - Степанова Г.Ф.).

Поделиться:
Распечатать