Шел те, анчах вăрçă çухатусăр пулмасть. Акă Улянкă ялĕнченех Тăван çĕршывшăн пынă Аслă вăрçа 192 çын тухса кайнă, нумайăшĕ çапăçу хирĕнчех выртса юлнă çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе. 59-шĕ кăна каялла таврăннă фронтран.
Улянкă ялĕнчи Григорий Иванович Иванова, 1927 çулта çуралнăскере, Хĕрлĕ çар ретне каярах — 1944 çулхи ноябрь уйăхĕнче илнĕ. Унăн ытларах Инçет Хĕвелтухăçĕнче пулма тивнĕ. 1945 çулта вăл зенитлă дивизионăн 7-мĕш артиллери полкĕнче службăра тăрать, Япони самурайĕсене хирĕç çапăçать, хăйне патвар кăтартса парать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» тата «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Яппунсене çĕмĕрсе тăкнă чухне паттăрлăх кăтартнăранах ĕнтĕ Улянкă каччине Григорий Иванова СССР Верховнăй главнокомандованийĕн грамотипе те палăртнă.
1955 çулта Григорий Иванов Хĕрлĕ çар ретĕнчен лейтенант званипе запаса тухса тăван ялне таврăннă, мирлĕ ĕçе пуçăннă. Вăл райĕçтăвкомăн кадрсен секторĕн заведующийĕнче тăрăшать. Анчах пурнăçăн пысăк пайне вăл Тăвай районĕн патшалăх пушар надзорĕн начальникĕнче ĕçлесе ирттерет, вун çичĕ çул чунне парать вăл çак ĕçе, хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, пысăк сумпа, ăсталăхпа палăрса тăрать. Çамрăксене патриотла воспитани парассипе те нумай тимлет, вĕсемпе тăтăш тĕл пулать, тĕрлĕ шайри юбилейлă мероприятисене хутшăнать.
2000 çулта, Аслă Отечествăлла вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 55 çул тултарнă май, Григорий Иванова подполковник çар званийĕ параççĕ. Пурăннă пулсан вăл кăçал 95 çул тултармаллаччĕ. Халĕ унăн пурнăçне ывăлĕсемпе хĕрĕ, мăнукĕсем малалла тăсаççĕ.