1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
29 апреля 2022 г. 11:51

Тăвай тăрăхĕ илемлентĕр

Обществăлла территорисене хăтлăх кĕртессипе 2023 çулта пурнăçламалли объекта палăртассипе сасăлав пуçланнă ĕнтĕ, вăл майăн 30-мĕшĕччен пырать. Унта 14 çултан аслăрах граждансем zaĕgorodsredaĕru платформа çинче тата «Госуслуги» сайта кĕрсе тирпей-илем кĕртмелли районти пĕр дизайн-проектшăн сасăлама пултараççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне районта 556 çын, республикăра 38 пин ытла çын сасăлава хутшăннă.

Чăнах та, юлашки çулсенче федераци тата наци проекчĕсем ĕçленипе Тăвай район центрĕн сăн-сăпачĕ нумай илемленчĕ.

Тăван тавралăха тирпей-илем тата хамăр пурăнакан вырăнсене хăтлăх кĕртессипе çынсен шухăшне тĕпе хума пуçларĕç. Çак ĕçе пурнăçлассине кĕске срокра тумаллине шута илсе вырăнсенче ăнлантару ĕçне пурнăçлама волонтерсене активлă явăçтарма пуçланă. Çынсем хăйсене килĕшнĕ объектшăн вĕсем пулăшнипе сасăлама пултараççĕ. Хальхи вăхăтра ку енĕпе районта 31 волонтер ĕçленине пĕлтерчĕç район администрацийĕнчен, вĕсен хушшинче вĕренекенсем те пур.

Сасăлаттармалли вырăнсем Тăвайри культура çуртĕнче тата МФЦра вырнаçнă. Тăвайсем сасăлава хутшăнса икĕ проектран пĕриншĕн — 1) район центрĕнчи культура çурчĕ умĕнчи лапама хăтлăх кĕртессине малалла çул парса, çак вырăна илемлĕ кану вырăнĕ тăвассишĕн тата 2) Тăвай ялĕн аялти пайĕнче (чиркÿпе юнашар) нумай функциллĕ ача-пăча спорт площадки янтăлассишĕн — хăйсен сассисене пама 

Поделиться:
Распечатать