1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 24 Ноябрь 2024 г.
29 апреля 2022 г. 11:47

Тивĕçе чыслăн пурнăçласа

Васкавлă пулăшурисен професси уявĕ умĕн Канашри васкавлă пулăшу подстанцийĕн Тăвайри бригадинчи Светлана Школьникова фельдшерпа калаçма тÿр килчĕ. Геннадий Геннадьевич Дюкин водитель — ĕçлекенсенчен çулĕпе те, ĕç стажĕпе те чи асли кунта.

Ывăлĕпе Сергейпа пĕр машинăпа ылмашăнса ĕçлеççĕ вĕсем. «43 çул руль умĕнче, хисеплĕ, ăсталăхĕ пысăк, техникăна ялан çула тухма хатĕр тытаççĕ»,— терĕ ĕçри юлташĕсен шухăшне пĕлтерсе Светлана Ивановна (сăн ÿкерчĕкре С.Дюкинпа). Хăй те 30 çула яхăн тăрăшать сывлăх сыхлавĕнче. Çемйипе Тăвайĕнче пурăнаççĕ.

Коронавирус вăйлă сарăлнă чух хĕрÿ ĕç пулнă васкавлă пулăшура ĕçлекенсемшĕн. Чирлисем патне вăхăтра çитсе, вĕсен пурнăçне çăлса хăварассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунă кунти коллектив та. Анжела Георгиева, Александр Петров, Ольга Безрукова фельдшерсем пултаруллă. «Пулăшу кĕтекен çын патне хăвăрт çитесси водительтен нумай килнине ăнланатпăр. Тин кăна машинăпа ĕçлеме пуçланă пекчĕ, часах çирĕм çул та çитет», —терĕ йăл кулса Сергей Геннадьевич пациентсем патне каяс умĕн машинине тепĕр хут тĕрĕслесе илнĕ вăхăтра. Хăйне техникăна юратма вĕрентнĕшĕн ашшĕне, Тăвай шкулĕнчи В.К.Михайлов учителе тав турĕ. Тепĕр сменăри Анатолий Карповпа Вениамин Феофанов водительсен яваплăхĕпе харсăрлăхне палăртрĕ.

 
Поделиться:
Распечатать