1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
8 апреля 2022 г. 14:12

Çамрăк вĕрентекен

«Чи лайăх класс ертÿçи — 2022» конкурсăн регионти тапхăрĕ Шупашкарти 45-мĕш номерлĕ вăтам шкулта иртнĕ. Муниципалитет шайĕн çĕнтерÿçи, Совет Союзĕн Геройĕ П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри вăтам шкулти пуçламăш классен учителĕ Наталья Потапова район чысне ăнăçлă хÿтĕленĕ. Тĕрĕслев тупăшăвĕсенче пултарулăхне кăтартнă.

Виçĕ çул çеç-ха вăл педагогика ĕçĕнче. Пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен, акă, тĕрлĕ конкурссене хутшăнса професси ăсталăхне ÿстерсе пырать.

Шкул саккинченех хăйĕн кун-çулне ачасене вĕрентессипе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ Улянкă хĕрĕ. Канашри педколледжран вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ.

Наталья Валерьевна — виççĕмĕш класс ачисен юратнă учителĕ. Кулленех ăшă кулăпа кĕтсе илеççĕ ăна вĕренекенсем. Н.В.Потапова кашни ача чунĕ патне çул тупма, вĕсене кăсăклантарма, тарăн пĕлÿ пама тăрăшать. Аслă ĕçтешĕсем уншăн ырă тĕслĕх пулнине палăртать. Паллах, ашшĕ-амăшĕпе те çыхăнса ĕçлени пĕлтерĕшлĕ çамрăк педагогшăн.

 
Поделиться:
Распечатать