1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 24 Ноябрь 2024 г.
8 апреля 2022 г. 13:58

«Илемлĕх тĕнчене çăлать»

Раççейри тата Чăваш Енри кăçалхи çулталăксене халалласа Тăвайри халăх краеведени музейĕнче хамăр тăрăхран тухнă паллă ÿнер-çĕн Арина ПерцАльăн «Красота спасет мир» («Илемлĕх тĕнчене çăлать») картинисен выставкине йĕркелеме палăртрăмăр. Арина Алексеевна Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, паллă ÿнерçĕ-учителĕн Алексей Егорович Альфонсăн хĕрĕ.

Алексей Альфонс 1937 çулта çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче çуралнă, унтах шкул вĕренсе пĕтернĕ, виçĕ çул Германире çар службинче пулнă хыççăн тăван яла таврăннă. Мĕн ачаран ÿкерме юратнă. Тăвайри промкомбинатра художник-оформительре, райхаçат редакцийĕнче фотокорреспондентра, шкулта черченипе рисовани учителĕнче, ĕçе вĕрентекен мастерта тăрăшнă. Çавах та пурнăçра уншăн чи хакли алла киçтĕк тытса ÿкересси пулнă.

Алексей Егорович 1972 çулта Шупашкарти педагогика институчĕн художествăпа графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Институтра вĕреннĕ çулсенче нумай ÿкернĕ вăл, тĕрлĕ конкурссене хутшăннă. Хăйĕн ĕçĕсемпе республикăри тата Пĕтĕм тĕнчери выставкăсенче палăрнă. Унăн «Ачана шыва кĕртни», «Кухньăра», «Çемье» тата ытти картинисем Мускаври выставкăсен тĕп залĕн манежĕнче çакăнса тăма юрăхлă пулнă. Пĕтĕм Союзри «Мухтав ĕçĕ» курава хутшăнса Филантроп премийĕн лауреатне тивĕçнĕ. Ку уншăн пысăк чыс та, хавхалану та пулнă.

Унăн картинисенче тарăн шухăшлăх, пурнăçри философилле йĕр палăрать. Сакăрвуннăмĕш çулсенче вăл хăйĕн килĕнче художник мастерскойне тунă, художество шкулĕн филиалне уçнă, ачасене илеме курма, туйма вĕрентнĕ. Паллă художникăн сăнне «Районăн мухтавлă çыннисем» ятлă пысăк стенд çине те кĕртнĕ.

Алексей Егорович Пуянкасси хĕрĕпе Елена Ивановнапа çемье чăмăртанă, виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ, пурне те аслă пĕлÿ панă. Ачисем — Виктор, Анатолий тата Арина. Вĕсен ачисем те, кĕрÿшĕ те, мăнукĕ Ольга та пурнăçне ÿнер тĕнчипе çыхăнтарнă. Ольга Хусанти Суриков ячĕллĕ художество академийĕнчен вĕренсе тухса ÿнерçĕ ĕçне суйланă.

А.Е.Альфонсăн хĕрĕ Арина Алексеевна Альфонс (псевдоним — ПерцАль) 1972 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мĕн ачаран ÿкерме юратнă, ытларах чечексене кăмăлланă. Вунă çул тултарсан Арина ашшĕ уçнă художество шкулĕнче ÿкерме вĕреннĕ. Амăшĕн Елена Ивановнан та савăт-сапасене эрешлес ăсталăх пулнă иккен. Çавăнпах пулĕ шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хĕрне Мускав облаçĕнчи Гарднер фарфор завочĕн училищине (живописец по фарфору) вĕренме янă. Училищĕне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Арина Шупашкара таврăнать, И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн художествăпа графика факультетне вĕренме кĕрет. Унта пилĕк çул пĕлÿ илнĕ хыççăн Шупашкарти стройматериал завочĕн (ЧЗСМ) керамика цехĕнче художник-живописецра ĕçлет. 2006 çултанпа Арина Алексеевна ирĕклĕ художник. Хăйĕн пултарулăхне тĕрлĕ выставкăсене тăратнă. Унăн ĕçĕсем Раççейри, Канадăри, Германири, Чехири, Китайри, Америкăри харпăр хăй коллекцисенче упранаççĕ. 1995 çулта Арина ПерцАль хăйĕнпе пĕр факультетрах вĕренекен Куславкка каччипе Вячеслав Николаевич Перцевпа çемье çавăрнă. Çемьере вĕсен икĕ хĕр — Юльăпа Настенька. Шел пулин те, кĕçĕнни Настя 2008 çулта айăплă çуралнă. Ăна сыватас тесе Аринăн тĕрлĕ больницăсемпе клиникăсене нумай çÿреме тивнĕ. Çавăн пиркиех Германие те çитнĕ, Ратинген хулинче галерейăра суту-илÿ выставки йĕркелесе укçа-тенкине ачине сиплеме янă. Кельн хулинчи Çветтуй Пантелеймон православи чиркĕвĕнче волонтерсем пулăшнипе курав йĕркелеме май пулнă. Арина унта художниксемпе паллашса мастер-классем те ирттернĕ. Унта пурăнакан çынсем Аринăн тĕлĕнмелле илемлĕ картинисене илсе Настьăна сипленме пулăшнă. Вăл картинисенче ытларах çут çанталăка сăнарлать, чечеке ларнă вăхăта, архитектурăна кăтартса пама юратать, портретсем те ÿкерет.

Арина Алексеевна ПерцАль ÿкернĕ картинăсемпе паллашма сире ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче 12 сехетре Тăвайри халăх краеведени музейне йыхравлатпăр.

 
Поделиться:
Распечатать