1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
8 апреля 2022 г. 16:51

Ветерана саламланă

Вăрманхĕрри ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Анастасия Никитична Никитина ака уйăхĕн пуçламăшĕнче 90 çул тултарнă.

Çакнашкал нумай çул пурăнакансен шăпи çăмăл пулман, вăрçă вăхăчĕн тата хыççăнхи йывăр çулсене тÿсме тивнĕ вĕсен, выçлăх хуçаланнă, сивĕ пулнă.

Анастасия Никитична çамрăклăх çулĕсенчен пуçласа пенсие тухичченех тăван колхозра тăрăшнă. Тыл ĕçченне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин юбилейлă медалĕсемпе тата «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăланă. Паян Анастасия Никитичнана 6 ачи, 11 мăнукĕ, вĕсен 18 ачи тимлĕх уйăраççĕ.

Паллă юбилейпе ветерана район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, Тăвай ял тăрăхĕн ертÿçи Николай Сормов саламланă. Тăван колхозра вăй хурса тăрăшулăх кăтартнăшăн юбиляра Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Тав çырăвĕпе чысланă, çĕр çултан иртичченех пурăнма суннă.

Тăвай чиркĕвĕн пачăшки Георгий атте тата тăванĕсемпе çывăх çыннисем те ăшшăн саламланă.

Поделиться:
Распечатать