1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 24 Ноябрь 2024 г.
13 мая 2022 г. 11:46

Çÿллĕ шайра уявланă

Историре çырăнса юлнă паттăрлăх обществăна пĕрлештерет, юратнă Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшма, тĕнче шайĕнче Раççей патшалăхĕн хăватне çирĕплетме тата ят-сумне çĕклеме хавхалантарать.

Нацизма çапса аркатнă, тăван çĕре ирсĕр тăшманран хÿтĕлесе хăварнă пирĕн халăхăн паттăрлăхĕ — фашизма çĕнтернин палли. Паян 77 çул каялла аслашшĕсемпе мăн аслашшĕсем пек Донбаса тата мирлĕ халăха нацистсенчен хÿтĕлекен Раççей салтакĕсене тав тăватпăр.

Чăваш Республикинчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 208 пин çын тухса кайнă, 106 пинĕшĕ вара хаяр çапăçусенче пуçĕсене хунă, 47 пин салтак хыпарсăр çухалнă.

Пирĕн районтан вăрçа 5429 çын тухса кайнă, вĕсенчен 3156-шĕ килĕсене каялла таврăнайман. Шел пулин те, вăрçăран таврăннисем те пурнăçран уйрăлса кайса пĕтрĕç. Паянхи куна пĕртен-пĕр Михаил Яковлевич Яковлев кăна Сăхăтпуçĕнче пурăнать.

Мĕн чухлĕ нушапа терт, инкекпе асап, юн тата куççуль, вилĕм кÿмерĕ-ши вăрçă пире? Пин-пин яла, хулана вутра кĕллентерчĕ, Раççейри 27 миллион çын пурнăçне татрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин чун-чĕрене çÿçентерекен кĕрлевĕ тăватă çула яхăн тăсăлчĕ, 1418 куна пычĕ ахăр самана.

77 çул иртрĕ çапла 1941—1945 çулхи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе, анчах унăн ахрăмĕ паянхи кунччен çынсен чĕринче упранать.

Тăвай ен çыннисем кăçал çу уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче ытти çулсенчи пек малтанхи çар комиссариачĕ умĕнче мар, ял вĕçне пухăнчĕç. Çар техники нумайрах пулчĕ парад колоннинче. Коронавирус инфекцийĕ сарăлнине пула Çĕнтерÿ кунĕ уявне икĕ çул тухайманран-ши кăçал çынсем те уява йышлăн пуçтарăннă. «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнса районта пурăнакансем вăрçăра вилнĕ тăванĕсен портречĕсене йăтса утрĕç культура çурчĕ еннелле. Вĕсем хушшинче ĕç коллективĕсем, шкулсенче вĕренекенсем, ачасем тата хăнана килнисем пулчĕç. Асфальтлă çул хĕррипе чечексемпе тĕрлĕ тĕслĕ шарсем йăтнă ачасем тăрса тухнă. «Урра! Урра!»—тесе кăшкăрса илчĕç хушăран утса пыракансем. Культура çурчĕ умĕнчи вăрçăра вилнисене асăнса лартнă çĕнĕ палăк тавра майлашăнса тăчĕç.

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 77 çул çитнине халалланă митинга педагогика ĕçĕн ветеранĕ Владимир Шакров уçрĕ.

Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов сăмах илчĕ.

— Хăрушă вăрçă кунĕсене тÿссе ирттернĕ, тĕнчене фашизмран çăлса хăварнă ăру çыннисене тав тăватпăр, фронтра тата тылра пирĕн çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн хăйсен сывлăхĕпе пурнăçне шеллеменнисене, ачасемпе мăнукĕсен ырлăхĕшĕн, мирлĕ пурнăçшăн тăрăшнисене нихăçан та манмастпăр эпир. Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем, сирĕн умăрта пуç таятпăр,—терĕ Владимир Борисович.

Хăйсен пурнăçне мирлĕ тÿпешĕн панă паттăрсене асра тытса пĕр минут шăп тăчĕç çакăн хыççăн.

Район çыннисене Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн заместителĕ Елена Хомченко, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, район пуçлăхĕ Александр Шакин, РФ Чăваш Республикинчи наци гвардийĕн çарĕсен Федераллă служба управленийĕн лицензипе ирĕк паракан ĕçĕсен центрĕн начальникĕ Валерий Краснов саламларĕç.

Районти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Римма Гуринан ырă сăмахĕсене те ăшшăн йышăнчĕç уяврисем. Телейлĕ ачалăхпа пуласлăхшăн çĕнтерĕве туптанă вăрçăпа ĕç ветеранĕсене Тăрмăшри вăтам шкулта кадет класĕнче вĕренекен Георгий Капитонов тав турĕ.

Мирпе лăпкăлăх символĕсем — шурă кăвакарчăнсем пĕлĕтелле вĕçсе хăпарчĕç кĕçех. Вĕренекенсем вĕçертсе янă шурă, хĕрлĕ тата кăвак тĕслĕ, Раççей ялавне символлакан, шарсем те пĕлĕтелле ăнтăлчĕç.

Палăк тавра пухăннă районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен коллективĕсем вăрçăра пуç хунисене чысласа чечексемпе кăшăлсем хучĕç.

«Тăрмăш—Тăвай» маршрутпа чупакансем финиша çитнине палăртса: «Хăвăртрах чупăр!»—тесе кăшкăрни илтĕнсе кайрĕ çак самантра. Кайран унта мала тухнисене дипломсемпе чысларĕç.

Кĕçех культура çурчĕ умĕнче районти ветерансен организацийĕсен, çамрăк армеецсен отрячĕсем стройпа утса савăнтарчĕç, мирлĕ пурнăçа хÿтĕлеме яланах хатĕр пулнине палăртрĕç. Шкул ачисен «Çĕнтерÿ вальсĕ» ташши те кашнин чун-чĕрине хускатрĕ пулĕ.

Салтак пăттине астивекенсем те нумайăн пулчĕç. «Тăвайри кооператив» потребобщество çавăн пекех техĕмлĕ шашлăкпа, хăйсем туса кăларнă продукцийĕсемпе тавар туянакансене тивĕçтерчĕ. «Çÿллĕ тăвайкки» аттракцион ачасене ярăнма хапăлласах йыхравларĕ.

Каçхине çичĕ сехетре культура çурчĕ умĕнчи сквер сцени Тăвай, Канаш, Çĕрпÿ, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай ентешлĕхĕсен ертÿçисене йышăнчĕ. Вĕсем йĕркеленипе концерта хутшăннă артистсем — паллă юрăçсем, районти «Тăвай ен» ушкăн хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе, район администрацийĕпе «Тăвай ен» ентешлĕх Тав çырăвĕсемпе чысларĕç активистсене.

Çапла савăк иртрĕ Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 77 çул çитнине халалланă уяв. Кăçал асăннă мероприятие çÿллĕ шайра йĕркеленĕ. Паттăрсене сума сăвакансем нумайăн тухнă, концерт программи вĕçлениччен никам та килĕсене саланма васкамарĕ. Кĕçех пĕлĕтелле фейерверк çутисем вĕçсе хăпарма пуçларĕç. «Ай-ай, епле илемлĕ! Урра-а!»—тесе кăшкăрчĕç тăвайсем, çамрăксем хĕпĕртенипе пĕр вырăнта тапăртатса ташларĕç.

Поделиться:
Распечатать