Çурхи уй-хир ĕçĕсем епле пулса пынипе паллаштарма малтанах цифрăсем илсе кăтартăпăр: паянхи кун тĕлне районти хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи тĕш тырă культурисене пурĕ пĕрле 3300 гектар е планăн 32 проценчĕ чухлĕ акса хăварнă, çак шутра çурхи тулă уйсенче 690 гектар, урпа 2220, сĕлĕ 230, пăрçа 70 гектар йышăннă. Пĕр çул ÿсекен курăксене 250, нумай çул ÿсекен курăксене хăй хальлĕн 160 гектар акнă. 3 гектар выльăх кăшманĕ акса хăварнă. Туллинрех пултăр тесен, ытти кăтартусене те илĕпĕр: 4560 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене, 2190 гектар çинчи кĕр калчисене сÿреленĕ, 5733 гектар çĕртме сухине сÿрелесе нÿрĕк хупланă, 1774 гектар кĕр калчипе пине яхăн гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене минерал удобренийĕ парса апатлантарнă. Акма çĕр хатĕрлесе 3320 гектар культиваци тунă, хыççăн тенĕ пекех акса пынă. Тĕрлĕ сăтăрçăсемпе чир-чĕртен хÿтĕлесе 750 тонна ытла вăрлăха имçамласа акнă.
Çĕрĕçлекенсем, ку паллă ĕнтĕ, ака-сухана вăраха ямасăр тата лайăх туса ирттерме тăрăшаççĕ. Никамăн та вăли-шали ĕçлесе начар тухăç илес килмест. Çавăнпа пысăк репродукциллĕ паха вăрлăхсемпе, минераллă удобренисемпе, малта пыракан технологисемпе усă кураççĕ вăй çитнĕ таран. Çурхи вăхăтпа та туллин усă курма ăшталанаççĕ.
Çапла ÿсĕнет ĕç-пуç. Акă, Дмитрий Юрьевич Алексеев хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсемпе калаçрăм та, вĕсем, тĕпрен илсен, çурхи тĕш тырă культурисемпе курăксене акса пĕтерни паллă пулчĕ. Урпапа сĕлĕ те, тулă та акнă вĕсем — пурĕ 220 га. Сенажлăх темиçе культурăна пĕрлештерсе те хутăш варăнтарнă. Сĕлĕпе пĕрле люцерна та 30 гектар акнă терĕç. Удобренипе усă курнă тухăçа ÿстерме, вăрлăхлăх ĕрчетме элита вăрлăх туяннă. Халĕ выльăх кăшманĕ акма çанталăк парасса кĕтеççĕ. 30 гектар çинче кĕр калчи ешерет.
Александр Павлов фермер та акса хăварнă хăйĕн çĕрĕсене. Чăн та, унăн лаптăкĕ пысăках мар хальлĕхе.
«Акконд-агро фирма» АО ĕçченĕсем ку вăхăт тĕлне пурĕ 340 гектар урпа тата пĕртак çурхи тулă, 100 гектара яхăн пĕр çул ÿсекен курăксем акнине каларĕç ял хуçалăх управленийĕнче. Вĕсем çавăн пекех «Дружба», «Чутеевский», Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕсенче, Валентинпа Валерий Грачевсен, Петр Канясев, Сергей Илларионов, Андрей Моряков хресчен-фермер хуçалăхĕсенче, «Хучели» ОООра ĕçсем аван пынине асăнчĕç. Петр Канясев хресчен-фермер хуçалăхĕ, тĕслĕхрен, 200 гектар урпа, 60 гектар сĕлĕ, 10 гектар тулă акнă çумăрсем пуçланиччен. Тĕмерти Федоровсем те хăйсен участокĕсене акса ĕлкĕрнĕ. Лайăх вĕт ĕç ÿсĕнсен, чуна çăмăл. Ыттисем те пикенсех ĕçлеççĕ. Çураки алăсене усса лармалли вăхăт мар çав, хĕрÿ тапхăр. Çакна çĕр ĕçченĕсем ĕмĕртен лайăх пĕлеççĕ.