1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 24 Ноябрь 2024 г.
18 мая 2022 г. 17:37

«Хунав» фестиваль çĕнтерÿçисене саламлатпăр!

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсене çÿрекен ачасен «Хунав» фестивальне ирттерчĕ.
Конкурс тĕллевĕ ачасене мĕн пĕчĕкренех тăван халăхăн йăли-йĕркине, чăваш пуплевĕн илемне, çепĕçлĕхне туйма вĕрентесси пулчĕ. Кунсăр пуçне министерство ачасем хăйсем мĕнле çĕр-шыв гражданинĕ пулнине ăнланса илме май паракан тĕп компетенцисене аталантарас тĕллев те лартрĕ.
Конкурса Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркелесе пычĕ.
Фестивалĕн республика тапхăрне 23 муниципалитетран «Илемлĕ – чăваш юрри», «Асамлă юмах тĕнчи», «Янра, сăввăм, хыттăнрах» номинацисемпе пурĕ 74 видеосюжет пулчĕ.
Кунашкал фестивале шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсен ачисем хутшăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачасем чăваш сассисене çăмăллăн калама пултарни, текста аван пĕлни савăнтарать.
«Асамлă юмах тĕнчи» («Волшебный мир сказок») номинацинче Тӑвай районĕнчи Тӑвайри «Асамат кĕперĕ» шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕнчи ачасен ушкӑне «Тилĕ тус» репертуарпа çĕнтерÿçĕ, «Илемлĕ чăваш юрри» («Красива и звучна чувашская песня») номинацинче  «Эп - хаваслӑ попугай» юрӑпа призёр ятне илме тивĕçлĕ пулчĕç (ертÿçисем – Ольга Андреева, Лариса Фомина).
«Янра, сăввăм, хыттăнрах» («Звучи, мой стих, сильнее») номинацинче Элпуç вăтам шкулне çýрекен, Егорова Валерия «Йыхрав» сӑвӑпа призёр шутне кĕчĕ (ертÿçи – Надежда Козлова).
Фестивале хутшăннă ача сачĕсене пурне те тав тăватпăр, малалла та çитĕнýсем тума сунатпӑр.

 

Поделиться:
Распечатать