1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 11 Ноябрь 2024 г.
27 мая 2022 г. 11:59

Юлашки шăнкăрав уявĕнче

Кăçал республикăри шкулсенчен пурĕ 18 пине яхăн каччăпа хĕр вĕренсе тухать. Районти вунă шкулта пурĕ 1394 ача пĕлÿ пухать, 2021—2022 вĕренÿ çулĕнче çав шутра пĕрремĕшсем — 137, тăххăрмĕшсем — 140, вунпĕрмĕшсем 55 вĕренекен пулнă.

Тăвайри вăтам шкулта 11-мĕш класран вĕренсе тухакансемшĕн çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Вĕренÿ кунĕсем хыçа юлчĕç, умра вара — экзаменсем, аслă шкул суйласа илесси тата ытти хумхануллă самантсем. Вĕсемшĕн паян ачалăх кăна мар, минутсем çине пайланă шкулти хăнăхнă кун йĕрки вĕçленет.

Уява шкул директорĕ Е.Н.Моряков уçрĕ, пухăннисене ăшшăн саламларĕ, выпускниксене харпăр хăй пурнăç çулĕ çинче ăнăçупа ырлăх сунчĕ.

Кăçал Тăвайри вăтам шкултан 22 çамрăк вĕренсе тухать, пурте вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн «Ылтăн шăнкăрав» премине тивĕçлĕ пулнă.

— Сирĕн ĕçĕр-хĕлĕр çĕршыв аталанăвĕнче сулмаклă пултăр. Юратакан профессие суйласа илсе хамăр районах таврăнăр. Тăван яла, шкула, вĕрентекенсене, аçăр-аннĕре яланах асра тытăр. Телейлĕ пулăр, утăм хыççăн утăм малалла тăвăр,—тесе саламларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Б.Михайлов, хĕрсемпе каччăсене экзаменсенче ăнăçу сунчĕ. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ В.Н.Обаськин тата Шупашкарти кооператив институчĕн деканĕ М.Г.Иванов тухса калаçрĕç уявра, выпускниксене тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухма сунчĕç.

Вунпĕрмĕшсем вĕрентекенсене ăшă тав сăмахĕсем каларĕç. Вальс ташларĕç, юрларĕç, сценкăсем вылярĕç. Унтан йăлана кĕнĕ пек пĕлĕтелле кăвакарчăнсемпе шарсем вĕçтерсе ячĕç.

Чи хумхануллă самант — пĕрремĕш класра вĕренекен Иван Дмитриев тата Арсений Староселецпа Александр Алексеев выпускниксем юлашки шăнкăрав пачĕç.

Поделиться:
Распечатать