1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
6 мая 2022 г. 18:36

Тăрмăш ял тăрăхĕн энциклопедийĕн презентацийĕнче

Кашни ăрушăн чи пархатарли вăл — хăй çуралнă кĕтесĕн историне, йăх-несĕлĕсене пĕлни, хисеплени. Тăрмăш ял тăрăхĕнче ялсен историйĕпе 7 кĕнеке пичетлесе кăларнă. Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче тепĕр пысăк калăплă ĕçе — Тăрмăш ял тăрăхĕн энциклопедине («Энциклопедия Турмышского сельского поселения») — пахалама çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен ентешсем тăван ене пухăнчĕç. Çак кун район историйĕн страници тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăмпа пуянланчĕ тесен те йăнăш пулмĕ.

Çак сумлă кĕнекене таврари хисеплĕ таврапĕлÿçĕ-сем Эдуард Сергеевич Ушаковпа Вячеслав Гаврилович Сидоров пухса хатĕрленĕ.

— Кăçалхи Раççейри халăхсен культурин еткерлĕхĕпе Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа тата 2023 çулхи Тăрмăш ялĕн 460 çулхи юбилейĕ тĕлне пысăк парне пултăр,— терĕç кĕнеке авторĕсем.

Культура çуртĕнче иртнĕ презентаци ял тăрăхĕнчи тĕрлĕ ĕç тытăмĕн аталанăвĕ-пе çыхăннă видеороликсем кăтартнипе пуçланчĕ. «Нарспи» поэмăн вулавне те видео мелĕпе ÿкернĕ, унти сыпăксене вулама садик ачинчен пуçласа Çурçĕрте ĕçлекен ентешĕсем таранах хутшăннă. Залра ларакансем интересленсех паллашрĕç вĕсемпе.

«Культура» наци проекчĕ-пе килĕшÿллĕн çи-пуçĕсене çĕнетнĕ, капăрлатнă «Тăрмăш» фольклор ушкăнĕн артисчĕсем сцена çине тухрĕç. 70 çултан иртнĕ Н.Петров купăсçă çырнă «Туслăх» тата ытти чăваш юррисене парнелерĕ халăх ятне тивĕçнĕ коллектив.

—Пирĕн ялта çакăн пек маттур çынсем пурришĕн савăнатпăр. Энциклопеди кăларни вăл — ял тăрăхĕнчи çынсене, вĕсен пархатарлă ĕç-хĕлне сума суса, мухтавлă ентешсемпе мăнаçланни,— терĕ ушкăн ертÿçи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Матросова. — Культура аталанăвне, вырăнти йăла-йĕркесене анлăн çутатнă. Таврари çырма-çатра, юхан шыв, сăрт, уçланкă, ĕлĕкхи урам ячĕсене тĕпчени, çавна май 90 вырăн ятне тишкерсе çырни çав тери паха. Уйрăмах çамрăксемшĕн. Аваллăха пĕлсе ÿсчĕр вĕсем. «Тăрмăш» фольклор ушкăнĕ çинчен çырни те пур, Хусан хÿтĕлев сооруженийĕсем тума хутшăннă манăн анне тата ытти çывăх тăвансем те энциклопедине кĕме тивĕçлĕ пулнипе мăнаçланатăп.

Энциклопеди çырнă май нумай çынпа тĕл пулса калаçма, архивсенче ларма тивнине пĕлтерчĕ 81 çултан иртнĕ учитель-пенсионер, çар ĕçĕн ветеранĕ, Чăваш Енри сумлă ăсчах Эдуард Сергеевич Ушаков. Вăл — ЧР Писательсен Союзĕн членĕ, ЧНАНИн халăх академикĕ.

Тĕрлĕ орден-медальсене, çав шутра «За безупречную службу» медалĕн виçĕ степеньне те тивĕçнĕ. Чăваш наци литературин А.Талвир, И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕм Чăваш наци премийĕсен лауреачĕн дипломĕсемпе чысланă ăна. Мухтав хучĕсене илес пулсан, пурне те асăнса пĕтерес çук.

—Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кĕçех 77 çул çитет. Пире мирлĕ пурнăç парнелесе пуçĕсене хунă çынсене тупса палăртасси пирĕн тивĕç, çамрăксем вĕсен ырă та паттăр тĕслĕхĕсем çинче ÿссе çитĕнч- чĕр,— терĕ Э.Ушаков сăмах илнĕ май.— Энциклопедие хатĕрленĕ вăхăтра вăрçа хутшăннă çĕнĕрен те çĕнĕ ятсене тупса, вĕсене кĕнекене кĕртрĕмĕр.

1941 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче Тăвай военкоматĕнчен районти 30 ялтан фронта илсе кайнă 142 çын хушшинче Тăрмăшпа Лачкассинчен 12-ĕн пулнă. Кашнин кун-çулне чĕре витĕр кăларнă çар ĕçĕн ветеранĕ Эдуард Сергеевич. Вĕсенчен Иван Игнатьев кăна киле таврăннă. Анчах нумаях пурăнайман, 1945 çулта суранĕ- сене пула пурнăçран уйрăлнине пĕлме май килнĕ мал ĕмĕтлĕ тĕпчевçе. Пухăннисем вăрçăра вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

Лачкассинчи Е.С.Семенова (1903—1987 ç.ç.) 1945 çулхи январь уйăхĕнче Совет Союзĕн Геройĕ ятне пама тăратнă пулнă. Çакăн пирки районта пĕлекен сахал тăр. Ун вырăнне Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланине «Подвиг народа» интернет-сайтран тупса палăртнă. Çак факт та кĕнекере çырăнса юлнă. Ял тăрăхĕнчи икĕ ялтан 613 çын вăрçа тухса кайнă, 327 çын каялла таврăнайман. Вĕсен кун-çулĕпе кĕскен паллаштарнипе пĕрлех, ячĕсене уйрăм таблицăна та вырнаçтарнă. Ял тăрăхĕнчен тĕрлĕ хирĕç тăрусенче хăйсен çар тивĕçне 27 çамрăк пурнăçланă. Вĕсемпе энциклопедин тепĕр авторĕ Вячеслав Сидоров паллаштарчĕ. Сăмах май, вăлах ял Гимнĕн сăввине çыраканĕ те. Унăн кĕвви вара — ентеш-композиторăн Николай Казаковăн.

Энциклопеди 436 страницăран, 1148 статьяран тăрать. 732 сăн ÿкерчĕкрен 675-шĕ портретлисем. Илемлĕ 8 картинăн авторĕ — ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ В.И.Разин ÿнерçĕ.

Тăрмăш ен хăйĕн чи хаклă мулĕпе, пултаруллă çыннисемпе, тивĕçлипех мухтанма пултарать. Хăшĕсем Раççей шайĕнче те палăрнă. Акă, тĕрлĕ ĕç сферинче «Тава тивĕçлĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ 62 çын тухнă ку тăрăхран (Тăрмăшран — 48, Лачкассинчен — 14). Ăслăлăх кандидачĕсемпе докторĕсем — 16-ăн (Тăрмăшран — 9, Лачкассинчен — 7). Спортри пысăк çитĕнÿсемшĕн 20 çын спорт мастерĕсемпе кандидачĕсем пулса тăнă.

Вăрăм ĕмĕрлисенчен (95 çул тата ытларах пурăннисене кĕртнĕ) Лачкассинчи Фекла Степанова 103 çула çитнĕ. Халь пурăнаканнисенчен Анна Тихонова — 97-ре. Александра Максимова (96 çулта), ялта Санюк аппа теççĕ, Хусан хÿтĕлев сооруженийĕсем тума хутшăннă.

Энциклопедире икĕ ялти колхозсен (Ленин ячĕллĕ тата «Звезда») председателĕ-сен, шкулсен директорĕсемпе учительсен, ял совечĕн председателĕнче вăй хунисен, хисеплĕ донорсемпе ача амăшĕ-героиньăсем çинчен те вуласа пĕлме пулать. Кунтах политика репрессийĕсене пула шар курнисемпе Чаппан вăрçинче персе вĕлернисене тĕпчесе уйрăм списокпа вырнаçтарнă.

Паян Тăрмăш ял тăрăхĕн-че спортăн тĕрлĕ тĕсĕсем аталанаççĕ. Уйрăммăн илсен, кĕнекере футболистсен район, республика шайĕнчи çитĕнĕвĕсем пирки анлă информаци кĕртнĕ.

Чăнах та, вăхăт иртнĕ май нумай япала манăçать. Кĕнекере ял тăрăхĕнчи икĕ ял историйĕн, социаллă пурнăçĕпе экономикин, культурин, ытти пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе çыхăннă датăсене вырăн панă. Вячеслав Гаврилович вĕсене хронологи йĕркипе вырнаçтарнă. 1563 çултан (Тăрмăш ялĕ пуçланса кайни çинчен асăннăранпа) паянхи кунчченхи 249 пулăма çырса кăтартнă.

Кĕнеке презентацине уйрăм пайсем тăрăх видеоматериалсемпе пуянлатса анлă экран çинче кăтартса пычĕç.

—Тавтапуçах ăсчахсене, пире, ял халăхне, тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пурăнакан ентешсене çакăн пек паха кĕнекепе савăнтарнăшăн, ĕçĕрсем малашне те ăнăçсах пыччăр сирĕн,— терĕ Лачкасси ялĕн старости Надежда Лепилина, ЧР тава тивĕçлĕ юрисчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Владимир Ванерке район энциклопедине кăларас ĕçе Э.С.Ушаковпа В.Г.Сидоров пысăк тÿпе хывнине асăнчĕ. «Çулталăк та виçĕ уйăх хушшинче çакăн пек сумлă, пысăк калăплă кĕнеке хатĕрлесе кун çути пани — чăннипех те пысăк çитĕнÿ»,— палăртрĕ Владимир Алексеевич.

Лачкасси ялĕн хастарĕ Геннадий Николаев вырăнти таврапĕлÿçĕ-сен ĕçне пысăка хурса хакларĕ. «Хамăрăн энциклопеди пуррипе мăнаçланмалла. Пирĕн ял историйĕпе 2 кĕнеке тухнă. Лачкассисен виççĕмĕш кĕнеке те пур,— терĕ вăл. — Ăна манăн атте, вăрçă участникĕ Андрей Николаевич çырнă сăвăсемпе поэмăсене «Мĕн ачаран эп утнă тăвалла» (2019 ç.) ятпа пухса кăлартăмăр». Геннадий Андреевич çакăн пекех ялта культура çурчĕ çуккишĕн пăшăрханса каларĕ.

Район хаçачĕн редакторĕ Людмила Якку тăрмăшсене энциклопеди кăларнă ятпа саламларĕ, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Кĕнеке хатĕрленĕ вăхăтра та хаçатпа тачă çыхăну тытнăшăн Вячеслав Сидорова тав турĕ.

Юлашкинчен авторсем энциклопеди пахалама килнисене автографсем çырса пачĕç.

Халĕ Тăвай енĕн 3 энциклопеди: районăн, енĕшнăрвашсен тата тăрмăшсен. Татах та пулĕç-ха вĕсем...

Поделиться:
Распечатать