1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
8 мая 2022 г. 20:15

Уяв митингĕсем

Йăнтăрчă ял тăрăхĕн территоринче виçĕ пысăк ял, кашни ялтах Аслă Аттелĕх вăрçинче пуç хунă паттăр салтаксене халалланă Асăну палăкĕ пур.

Паян, йăлана кĕнĕ йĕркепе, кашни ялтах уяв митингĕсем иртрĕç. Уява Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Семенов уçрĕ, хисеплĕ ĕç ветеранĕсене, вăрçă ачисене, ял-йыша Аслă  Çĕнтерĕвĕн 77-мĕш çулĕпе саламларĕ. Сāмах  район представителӗ Ирина Семенова тата район депутачӗ Тимофей Иванов   илчӗҫ.

Çĕнтерÿ кунне çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнисен паттăрлăхĕ пирки ăшă сăмахсем каларĕç, çĕре çити пуç тайрĕç.

Митинга çавăн пекех ялти актив та хутшăнчĕ: депутатсем, вĕрентекенсем, ответлă çĕрте ĕçлекенсем, ялти ветерансен тата хĕрарăмсен Совечĕн ертÿçисем. Яланхи пекех ачасем, сăвă-юрăпа саламларĕç  митинга хутшннă çынсене.

Вăрçăран таврăнайман , хыпарсăр çухалнă, мирлĕ вăхăтра пирĕнтен уйрăлса кайнă салтак-ветерансене пĕр минут шăп тăрса аса илчĕç, асāну палāкӗсем умне чечексем хучӗҫ.

Поделиться:
Распечатать