1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 24 Ноябрь 2024 г.
17 июня 2022 г. 16:28

Тыл ĕçченĕсене чысласа

Иртнĕ эрнере РФ Патшалăх Думинче, халĕ Федераци Советĕнче йĕркеленĕ «Çĕнтерÿ чиккисем» выставкăсен тĕп тĕллевĕ - Чăваш Республикин тĕслĕхĕпе, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен тĕслĕхĕпе, пĕрремĕшĕнчен, хăрушă 1941 çул историйĕ çинчен каласа парасси. Октябрĕн 15-мĕшĕнче Мускава эвакуацилесси çинчен, октябрĕн 16-мĕшĕнче вара Атăлçи тăрăхĕнче хÿтĕлев чиккисем тăвас пирки йышăнусем тунă.

97 кун хĕрарăмсемпе çамрăксем, куллен 100 пине яхăн çын, шартлама сивĕпе выçлăха, терт-нушана пăхмасăр, Мускава хÿтĕ-лесе хăварас тата фронтра çапăçакансене пулăшас тĕллевне хÿтĕлев чиккисем тунă.

Июнĕн 14-мĕшĕнче Раççейĕн Федераци Советĕнче Чăваш Ен тăратнă «Хĕрарăм тылра. Паттăрлăх. Юрату. Çĕнтерÿ» выставка уçнă вăхăтра Аслă палата председателĕ Валентина Матвиенко сăмах каланă, çакăн пек чаплă проектшăн Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева тата унăн командине, проекта хатĕрлеме пулăшнă мĕнпур çынна пысăк тав сăмахĕ каланă, «Пĕлетĕп, часах Чăваш Енре çĕршывра пĕрремĕш «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал уçăлать. Пирĕн выставка çак чаплă пулăма палăртать. Уйрăм тав сăмахĕ Сире, Олег Алексеевич, хăвăрăн тăван ен, çĕршыв историне тимлĕх уйăрнăшăн, - тенĕ Валентина Матвиенко.

Асăннă выставка кирек хăш регионшăн та çывăх. Мĕншĕн тесен, 1941 çулта пиншер хула хăйсен хÿтĕлев чиккисене тунă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев июлĕн 1-мĕшне Тыл ĕçченĕсен кунĕ туса хурас ыйтăва çĕкленĕ. Раççей Федераци Совечĕн ертÿçи Валентина Ивановна Матвиенко çак пуçарăва ырланă тата ăна лайăх идея тесе хакланă. Ку дата ăнсăртран мар. Шăпах 1941 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче «Правда» хаçатра пуçласа «Пĕтĕмпех фронт валли! Пĕтĕмпех Çĕнтерÿшĕн!» лозунг пичетленнĕ. Вăл тылра та мĕнпур вăя мобилизацилемелли лозунг пулса тăнă.

Поделиться:
Распечатать