1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 24 Апрель 2024 г.
18 июня 2022 г. 16:02

Район историйĕнче çырăнса юлчĕ

«Раççей юррисем» фестиваль-марафонăн концерчĕ Тăвай çыннисемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Район историйĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа кĕрсе юлчĕ вăл. Таврари районсенче, кÿршĕллĕ Тутарстанăн çывăхри ялĕсенче пурăнакан çĕр-çĕр çынна, хăнасене пухрĕ Тăвайри культура çурчĕ умĕнчи çулленех илемленсе, хăтлăланса пыракан кану скверĕ çак кун. Халиччен нихăш мероприятие те çакăн чухлĕ халăх пуçтарăнни пулманччĕ.

Чăваш Енре «Раççей юррисем - 2022» фестиваль вун улттăмĕш хут иртет кăçал. Унта Раççей халăх артистки Надежда Бабкина хутшăнни уяв сумне татах та çĕклерĕ. Фестиваль-марафон - пĕтĕм наци проекчĕ. Ăна Раççейри халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкне ирттерессипе çыхăннă тĕп мероприятисен планне кĕртнĕ. Кăçал вăл çĕршывăн тĕп праçникĕпе - Раççей кунĕпе - пĕр килчĕ.

Фестивалĕн пĕрремĕш концерчĕ июнĕн 9-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ. Тепĕр кунне Чăваш патшалăх филармонийĕнче Раççейĕн тĕрленĕ карттин презентацине ирттернĕ. Сăмах май, ăна хатĕр-леме çĕршывăн тĕрлĕ регионĕн-чи ăстасем хутшăннă. Чăваш Республикинче çуралнă çак проект пирĕншĕн мухтавпа мăнаçлăх та, пысăк савăнăç та. Картта тăршшĕ - 3 метр та 10 см, сарлакăшĕ 6 метр та 72 см. Презентацине ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Надежда Бабкина, ЧР культура министрĕ Светлана Каликова тата ыттисем хутшăннă. Фестиваль концерчĕ çав кун Комсомольскинче пулнă. Ун хыççăн, июнĕн 11-мĕшĕнче, марафон эстафети Тăвай районне куçрĕ. Надежда Бабкинапа Раççейĕн тĕрлĕ округĕнчи пултарулăх коллективĕсенчи 100 çын ытла тухрĕ çав кун сцена çине. Тăвайсем хăйсем те юрă-ташăра маттур, культурăпа искусствăра палăрнă нумай çын тĕнче шайне хăпарнă. Куракансем Надежда Бабкинан кашни юрринех «Браво!» тесе йышăнчĕç. Концерт пуçланиччен маларах флешмоб пулнине те палăртмалла. Вăл та çывăхлатрĕ артистсемпе уява килнĕ çынсене.

Сцена çинчен Мускав патшалăх «Вырăс юрри» ансамблĕ пултарулăхĕпе килентерчĕ. «Çĕпĕр калейдоскопĕ» кĕпĕрнаттăр ташă театрĕ ?ертÿçи Раççей искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ Виктор Селиверстов%, Евгений Гор юрăç-композитор, «Раççей çыннисем» ансамбль, «Чĕрĕ планета» балет, «11 хыççăн» фольклор ушкăнĕсем савăнтарчĕç тăвайсемпе хăнасене. Пĕртăван Бондаренко аккордионистсен дуэчĕ, Иван Замотаев юрăç-композитор, Анна Кузьмищева юрăç, Юлияна Кривошапкина хомусистка тата ытти ушкăнсемпе солистсем тĕрлĕ енлĕ таланчĕ- пе тыткăнларĕç.

Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ профессионал ушкăнĕсем çеç мар, районти пултарулăх коллективĕсем - Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çурчĕ çумĕнчи «Задоринки» ушкăн ташăçисем, «Тăвай Ен» ансамбль, «Тăрмăш», «Сурпан» фольклор ушкăнĕ-сем сцена çине профессионалсемпе пĕрле тухрĕç. Пурте вĕсем тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсене хутшăнса палăрнă, лауреатсем пулнă.

Юлашкинчен Раççей Гимнĕ янраса таврана саланчĕ. Вăл нумай нациллĕ Раççей патшалăхĕпе, унăн мухтавлă ĕçĕсемпе, паттăрлăхĕпе мăнаçланнине палăртрĕ.

Йăх-несĕлĕмĕрсен ырă йăли-йĕрки упранса, малалла аталанса ăруран ăрăва куçса пынипе те халăх пĕрлĕхĕ çирĕпленнине кăтартса пачĕ фестиваль-марафон.

Тăвай район тата райадминистраци пуçлăхĕсем Александр Шакинпа Владимир Михайлов кашнин чĕринчех ăшă туйăм хăварнине палăртса халăх артисткине тăвайсен ятĕнчен тав турĕç, унăн ушкăнне яланах хапăл пулнине палăртрĕç. Владимир Борисович Надежда Бабкинана чĕрĕ чечексен карçынккине, ентеш-художникăн Геннадий Козловăн тăван кĕтесе сăнлакан картинине парнелерĕ.

Алексадр Шакин Тăвай район пуçлăхĕ, "Единая Россия" политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн секретарĕ:

«Районта «Раççей юррисем» фестиваль-марафонăн концерчĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Кÿршĕллĕ республикăпа районсенчен килнĕ хăнасем те кунта килти пекех туйрĕç. Нумай нациллĕ Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем, артистсем сцена çине тухрĕç.

Тăвай енри пултаруллă коллективсем те наци культурин пуянлăхĕпе паллаштарчĕç.

Халăхсен пĕрлĕхĕ - çĕршыв хăвачĕ. Республикăра 128 халăх ывăл-хĕрĕ пурăнать. Чăвашсен йышĕ 70 процента яхăн. Районта çакăн пек мероприятисем ытларах ирттерме тăрăшмалла. Вĕсем çынсене пĕрлештереççĕ, çывăхлатаççĕ.

Надежда Бабкина тата фестивале хутшăннисен тивлечĕпе çакăн чухлĕ халăх пуçтарăнни пурин кăмăлне те çĕклерĕ пулĕ.

«Раççей юррисем» фестиваль-марафон - «Культура деятелĕсен пулăшу фончĕ» коммерциллĕ мар организаципе Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Раççейри культура министерстви пулăшнипе пурнăçланакан пĕрлехи проекчĕ».

Наджда МИХАЙЛОВА, Чулхула облаçĕ:

«Тăвайне Надежда Бабкина концертпа килессине пĕлтерсен чун тăван ене туртрĕ. Н.Бабкина юррисемпе ÿснĕ эпир. Хамăр çемьепе, çывăх тăвансемпе пултăмăр концертра. Кашни ăрăва çывăх юрă-кĕвĕ пулчĕ. Кĕреке юррисем таранах янăрарĕç, чуна хускатрĕç. «Виновата ли я» тата ытти юрăсене пĕрле шăрантартăм. Юратнă артисткăна ?хампа пĕр ятлă тата% çывăхран курма май килнишĕн чун-чĕре хăпартланчĕ. Тата ăçта кураттăмччĕ-ха ăна/! Пысăк çăлтăра тата та çывăх туйрăм. Сывă пурăнăр, ырă та хавхалануллă пулăр, Надежда Георгиевна! Пĕрле пулсан эпир çирĕп те хăватлă».

Елена ВАСИЛЬЕВА, ветерансен хорĕнче юрлакан, Тăвай ялĕ:

«Янтиково, спасибо!» çапла çырнă Надежда Бабкина Телеграмри хăйĕн страницинче Тăвайри концерт хыççăн. Сцена çинче хăйне тытни те, илемлĕ юррисем те, калаçăвĕ те - пурте килĕшÿллĕ унра. «Эпĕ ялта çуралса ÿснĕ»,-тени те çывăхлатрĕ пулĕ куракансене юрăçпа. Çуллахи хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче те çакăн чухлĕ халăх пухăннишĕн савăннине пытармарĕ паллă артистка. Тĕрлĕ халăха пĕрлештереççĕ çакăн пек уявсем. Концертра Раççейри нумай нациллĕ халăхăн культурипе, йăлипе, хăйне евĕрлĕхĕпе паллашма май килчĕ. Тавтапуçах çакăн пек мероприятисем йĕркелекенсене, район ертÿçисене».

 

Поделиться:
Распечатать