1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 24 Ноябрь 2024 г.
23 июня 2022 г. 13:01

Ĕçре те, канура та маттур

«Пирĕн аттесемпе аннесен ĕçри çитĕнĕвĕсене, хальхи вăхăт хистевне шута илсе, ÿстерсе пымалла. Çынсем пурнăç пахалăхне лайăхлатни, çĕршывăмăрăн экономика, социаллă пурнăçĕпе культура аталанăвĕнче пирĕн регионăн витĕмĕ ÿсни уявсен кунĕ тĕлне кÿнĕ чи лайăх парне пулса тăмалла. Пирĕн пĕрлĕхĕмĕрĕн пултаруллă хăвачĕ, малашлăха шанчăклăн пăхни, чи лайăх ĕç тĕслĕхĕсемпе паха опыт çине таянни — пĕтĕм тĕллеве пурнăçа кĕртме, малалла ăнăçуллăн утăмлама май паракан çирĕп никĕс»,— шухăшне пĕлтерет Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Шăматкун, çĕртме уйăхĕн вун саккăрмĕшĕнче, Тăвай районĕнчи чăваш халăхĕн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕрне, «Акатуй—2022» ĕçпе юрă тата спорт уявне, 68-мĕш акатуйне пĕрле паллă турĕç.

Илемлĕ наци йăли ял çыннисене тăван çĕре юратма, хресченĕн йывăр ĕçне хисеплеме хăнăхтарнă. Унăн чăн чăвашла ячĕ акан туйне паллă тунине çирĕплетет. Çак симвăллă туйăн тĕп сăнарĕсем — «сухапуç» тата «çĕр» — çуркунне хресчен ĕçре вăй хунă хыççăн пĕрлешнĕ. Ĕлĕк чăвашсем çав кун, пĕрле пухăнса, пĕр-пĕрне çу пуçланнă ятпа саламланă, вăйă картине тăрса юратнă юрăсем шăрантарнă. Арçынсем ăмăртусем йĕркеленĕ, кĕрешÿре пултарулăхне кăтартнă, чупнă, сикнĕ. Акатуйра сăра вĕретнĕ, тăпăрчăран чăкăт тата наци апатне — шÿрпе хатĕрленĕ.

Малтан хисеплĕ хăнасемпе район ертÿçисем ял тăрăхĕсен картишĕсен пултарулăхĕпе паллашрĕç. Пĕринчен тепри кăсăклăрах каласа кăтартма тăрăшрĕç картиш хуçисем. Районти библиотекăсен ĕçченĕсемпе музейсенче тăрăшакансем «Хура пÿрте» кĕрсе курма йыхăрчĕç уявра.

Уяв программи йăлана кĕнĕ пек районти пысăк вăйă картин театрализациленĕ номерĕнчен пуçланчĕ. Культура ĕçченĕсемпе ачасем çĕр ĕçченĕсен харсăрлăхĕпе хаваслăхне сăнласа панă хыççăн сцена еннелле утрĕç.

Район пуçлăхĕ Александр Шакин уçрĕ уява. Вăл районта пурăнакансене тата хăнасене çураки вĕçленнĕ ятпа, ĕçпе юрă тата спорт уявĕпе саламларĕ.

— Районти ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçченĕсене çуракине вĕçленĕ ятпа саламлатăп.

Малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатăп, производство кăтартăвĕсем ÿссех пыччăр, çанталăк та, тырпул та савăнтартăр сире, выльăх-чĕрлĕхрен аш-какайпа сĕт туса илесси лайăхлансах пытăр.

Сире тата çемйĕрсене çирĕп сывлăх сунатăп, çителĕклĕ пурнăçпа пурăнмалла пултăр, пур пуçарура та хаваслăхпа çитĕнÿ юнашар пулччăр,—терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов пухăннисене ырă сунса.

Уява республикăри çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Сергей Фролов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Семенов, ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн секретарĕ Олег Ефимов, предпринимательлĕхпе потребкоопераци ĕçченĕсен Чăваш Республикинчи профсоюз организацийĕн председателĕ, Чăвашпотребсоюзăн кадрсемпе тата йĕркелÿпе кооператив ĕçĕсен Управленийĕн начальникĕ Юлия Иванова, Шупашкарти Тăвай ен ентешлĕхĕн председателĕ Алексей Ванерке тата ыттисем хутшăннă, хăш-пĕрисем тухса калаçнă.

Малалла ял хуçалăх производствинче тата харпăр хăй ĕçĕнче ырă тĕслĕх кăтартнисене хавхалантарчĕç.

Сăрпа Хусан чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă медале Енĕш Нăрвашри историпе мемориал халăх музейĕн заведующине Владимир Петрова панипе пуçланчĕ чыслав.

АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникне Николай Краснова çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин Хисеп грамотине, РФ ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне илме Чăваш Ен çутçанталăк министерствин Тăвай лесничествин участокĕн ертÿçи Юрий Ефимов тивĕçлĕ пулчĕ.

РФ ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине бухгалтери шутлавпа ревизи ĕçĕсен пайĕн тĕп специалист-экспертне Ирина Воронцована, Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕн-че пăру пăхакана Надежда Грачевана пачĕç. РФ ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕпе «Акконд-агро фирма» обществăн тĕп бухгалтерне Алина Васильевана, Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçине Валентин Грачева савăнтарчĕç.

ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине вара «Акконд-агро фирма» обществăн пăру пăхаканĕ Любовь Васильева тата Юрий Григорьев водитель, «АККОНДМОЛОКО» ОООри Татьяна Птичкина операторпа Светлана Чернова лаборант тивĕçлĕ пулчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхне Владимир Михайлова — «Ялта чи лайăххисем» агроволонтерсен слетне, «Акконд-агро фирма» обществăн ертÿçине Николай Фомина республикăри осеменаторсен конкурсĕ-сене йĕркелеме пулăшнăшăн ЧР ял хуçалăх министрĕн Тав çырăвне пачĕç.

«Ака чемпионĕ-2022» лентăпа хаклă парнене Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕнчи Михаил Егоров механизатор тивĕçрĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче кăçалхи акара «Акконд-агро фирма» акционерлă общество çĕнтернĕ, пĕрремĕш вырăна тухнă, иккĕмĕш вырăна — Михайлов тата Моряков хресчен-фермер хуçалăхĕсем, виççĕмĕшĕнче вара — «Дружба» ЯХПКпа «Агрофирма—Кубнинский» ООО тата Валентин Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕ. Чыслава тивĕçнисен списокĕ малалла тăсăлчĕ.

«Единая Россия» парти те активистсен кăмăл-туйăмне çĕклерĕ Хисеп хучĕ-семпе.

«АККОНДМОЛОКО» ОООри лаборанта Алина Березована РФ патшалăх программипе килĕшÿллĕн ял хуçалăх территорийĕнче пурăнмалли условисене лайăхлатма свидетельствăпа савăнтарчĕç. Юлия Максимована, Денис Семенова, Евгений Ушмарина пĕрремĕш спорт разрядне пурнăçланăшăн квалификацин зачет кĕнекине пачĕç.

«Вкусы Чувашии» наци апат-çимĕçĕн республикăри фестивалĕнче активлăх кăтартнăшăн, республикăри потребкооперацин организацийĕсемпе предприятийĕсем хушшинчи ăмăртура иккĕмĕш вырăна тухнăшăн «Тăвайри кооператив» потребобществăна чыслав хучĕпе тата парнепе хавхалантарчĕç.

Çумăр çуса иртнĕ хыççăн концерт программи малалла тăсăлчĕ. Юрий Катков, Сергей Кузнецов, Виктория Захарова эстрада юрăçисем, «Дуняша Style» ушкăн тата район артисчĕсем пĕрин хыççăн тепри тухрĕç сцена çине.

Ачасем аттракционсемпе каруççельпе ярăнса, батут çинче сиксе савăнчĕç уяв вĕçленичченех, пони çине ларса çÿреме кăмăллакансем те пулчĕç.

Волейболла, мини-футболла вылярĕç спортсменсем, кире пуканĕ йăтрĕç. Кĕрешÿпе интересленекенсем те нумайăн пулчĕç, армрестлингра алă вăйне кăтартассипе тупăшрĕç, шашкăлла та вылярĕç.

Халăх промыслисемпе декоративлă прикладной изделийĕсен курав-ярмăрккинче те çын нумай пулчĕ.

Спорткомплекса, уяв иртекен вырăна кĕнĕ çĕрте ял хуçалăхĕн çĕнĕ техникисен куравĕ ĕçлерĕ. Ачасем вара хăйсем ăсталанă япаласене курма сĕнчĕç.

Суту-илÿпе обществăлла апатлану киоскĕсем каçченех тивĕçтерчĕç çынсене.

Акатуйра пĕрле чылайччен савăнчĕç, юрларĕç, ташларĕç, вылярĕç, кулчĕç районта пурăнакансем. Çумăр çуса иртни те салхуллатмарĕ вĕсен кăмăлне.

Ĕçре те, канура та маттур пулнине кăтартса пачĕç çапла тăвайсем.

 

Поделиться:
Распечатать