1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
24 июня 2022 г. 15:24

Пĕрлĕхре — вăй

Акатуйра ĕçре малтисене, активистсене тĕрлĕ наградăсемпе чысларĕç. Çав шутра «Единая Россия» партин пĕр ушкăнĕ Чăваш Енри уйрăмĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ. Вĕсен йышĕнче Ураскасси ялĕн старости Владимир Николаевич та пулчĕ.

Владимир НИКИФОРОВ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, «Единая Россия» парти членĕ:

— Хамăрăн Элпуç ял тăрăхĕнче пуçарулăх бюджечĕн программипе пурнăçланакан ĕçсем сарăлсах пыраççĕ. Акă, Республика кунĕ тĕлне Ураскасси ялĕнче Хуторскаяпа Лесная урамсене хăтлăрах тăвас тесе вак чул сарассине вĕçлетпĕр. Староста пулнă май, яла кĕнĕ çĕрти автобус остановкине çынсемшĕн меллĕрех, хăтлăрах тăвас шухăш çуралчĕ. Халăх ыйтнине шута илсе аяла тимĕр-бетон плита сартăмăр. Ытти ĕçсем паян-ыран вĕçленеççĕ.

Ял администрацийĕпе ыйтусене пĕрле татса пама тăрăшатпăр. Активистсенчен ытларахăшĕ парти членĕсем, пур ĕçре те пуçаруллă вĕсем. Халăхран укçа пухас ĕçсенче те «Единая Россия» парти членĕсем активлăх кăтартаççĕ. Çапла пĕрле тăрăшсан ялти пурнăç условийĕсене лайăхлатас ĕçсене кал-кал йĕркелеме пулать.

Поделиться:
Распечатать