1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
1 июля 2022 г. 14:44

Активлисенчен пĕри

Çирĕммĕш ĕмĕр вĕçнелле ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре тăрăшнисен хушшинче арçын учительсем нумайччĕ, вĕсен шутĕнче Валерий Иванович Ильина палăртнă пулăттăм.

Валерий Ильин Кивĕ Пуянкасси ялĕнче кун çути курнă. Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче 8 класс пĕтернĕ хыççăн Тăвай шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ. Салтак службин тивĕçне татнă хыççăн, ачаранах спортпа туслă каччă Альметьевскри физкультура техникумне ăнăçлă пĕтерет. Хăйĕн педагогика ĕçне 1980 çулта Сăхăтпуçĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулта физкультура учителĕнчен пуçлать, унтан кăштах Тушкил шкулĕнче ĕçлеме тÿр килнĕ ăна.

1982 çулта, тăван шкулта çар ĕçĕсене вĕрентекен кирлине пĕлсен, Çĕнĕ Пуянкассине куçать. Ачасене çар ĕçне хăнăхтарас, патриотла воспитани парас тесе нумай тăрăшать. Шкул путвалĕнче тир хута ярсан, тĕл перекенсен кружокĕ ăнăçлă ĕçлесе кайнă. Район, республика шайĕнчи ăмăртусенче унăн воспитанникĕсем тăтăшах малтисен шутĕнче пулнă.

Ĕçленĕ хушăрах Валерий Иванович аслă пĕлÿ илме те ĕлкĕрнĕ. Пултарулăхне кура ял халăхĕ «Единая Россия» политика партийĕн членне, депутатсен ял тата район Пухăвĕсен депутатне, Çĕнĕ Пуянкасси ял Совечĕн пуçлăхне суйлать. Ял çыннисен пурнăç хăтлăхне лайăхлатас тесе чылай ĕç туса ирттерет. Район администрацийĕн управляющийĕнче, Çĕнĕ Пуянкасси, Енĕш Нăрваш шкулĕсенче директорта нумай çул вăй хунă вăл. Яланах физкультурăпа спорта аталантарассине пысăк тимлĕхре тытнă. Тивĕçлĕ канура пулсан та ветерансем хушшинче иртекен волейбол, футбол турнирĕсенче активлăх кăтартать. Ку енĕпе мăшăрĕ Рина Васильевна та ăна яланах хавхалантарса пырать.

Туслă çемьере икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ, аслă пĕлÿ илме пулăшнă вĕсене. Пурте хăйсен вырăнне тупнă, çемьеллĕ. Хурт-хăмăр ĕрчетнĕрен пыл хурчĕ пекех ĕçчен тесе калас килет ун пирки.

Çак кунсенче Валерий Ивановичăн сумлă юбилей. Çавăнпа та çак пысăк çемьен пĕрле пуçтарăнма каллех сăлтав пулать. Сакăр мăнукĕнчен сахалтан 8 сăвă е юрă итлесе киленме пултараççĕ.

 

Поделиться:
Распечатать