1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 24 Апрель 2024 г.
18 июля 2022 г. 14:12

Шамбулинсем мăшăрланнăранпа кĕçех 50 çул çитет

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Чутейри Виктор Николаевичпа Галина Якимовна Шамбулинсене культура çурчĕ çумĕнчи юрăçсен ушкăнĕ киле пырса саламланă.

Галина Гурина (хĕр чухнехи хушамачĕ) Амалăх ялĕнче 1951 çулта нумай ачаллă çемьере çуралнă. Чутейри, Тĕмерти шкулсенче вĕреннĕ. 1972 çулта Канашри медицина училищинче специальноç илнĕ хĕр направленипе Йĕпреç больницинче хирурги уйрăмĕнче ĕçлеме тытăнать. Тĕмер тăрăхĕнчи сиплев учрежденийĕсенче те вăй хурать вăл. Пурнăç урапи Сĕнтĕрвăррине илсе çитерет Шамбулинсене. Ача сачĕн заведующийĕ пулма шанаççĕ сатур хĕрарăма. Тăвай районне таврăнсан санэпидемиологи станцийĕн лаборантĕнче, «Кубнинский» совхозра кадрсен пайĕнче, медпрофилакторинче тăрăшать. Тĕп больницăран Чутей ялĕнчи врач амбулаторине куçса, пенсие тухичченех ĕçлет.

Шамбулинсен çемйи ялта ырă тĕслĕхлĕ, хисеплĕ. Галина Якимовнапа Виктор Николаевич 50 çул пĕр сукмакпа утса çур сăмахранах ăнланаççĕ тейĕн пĕр-пĕрне.

Мăшăрĕ те 1951 çулхине çут тĕнчене килнĕ. Вăтам пĕлÿ илнĕ çамрăк Самара хулинчи планпа экономика институне вĕренме кĕнĕ. Дипломлă специалистăн ĕç биографийĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнче çырăннă. Çамрăк мăшăрăн 4 ачаран виççĕшĕ кунта кун çути курнă. Тĕп экономистра вăй хунă Виктор Николаевич каярахпа «Кубнинский» совхозра та çак ĕçпех тăрăшнă. Шамбулинсем икĕ хĕр те икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Халĕ 7 мăнукпа савăнаççĕ.

Ялти юрăçсене хапăллăн йышăнчĕç вĕсем. «Ылтăн туй» юрă иккĕшне те кăмăла килчĕ. Кĕçех хăйсем те çак çемье уявĕн кĕрекине ларĕç, ак. Кăçалхи октябрĕн 15-мĕшĕнче мăшăрланнăранпа 50 çул çитет вĕсен. «Ромашка», «Белая черемуха», «Ай, хай улма йывăççи» юрăсене итленĕ май кăмăл-туйăмĕсем çĕкленчĕç. Кил хуçи арăмĕн юратнă «Кăвик, кăвик, кăвакарчăн», «Ан кай кайăк, ан кай кайăк» юррисене вара пурте пĕрле юрларăмăр.

Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, çемьере яланах килĕшÿпе тăнăç пурнăç сунса уйрăлнă ырă кăмăллă мăшăртан .

Поделиться:
Распечатать