1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
22 июля 2022 г. 13:30

Ялсенчи тĕлпулусенче

Çулталăкăн ултă уйăхĕ хыçа юлнă май район администрацийĕн ертÿçисемпе ял тата район депутачĕсен Пухăвĕсен депутачĕсем Тăвай енри активистсемпе, çынсемпе тĕл пулусем йĕркелеме пуçланă. Элпуç, Çĕнĕ Пуянкасси, Йăнтăрчă, Мучар, Тăрмăш, Тĕмер ял тăрăхĕсенче пухусем иртнĕ те ĕнтĕ.

Тĕлпулусенче организацисемпе учрежденисенче тăрăшакансем, депутатсен корпусĕ ялсенчи çынсем кулленхи пурнăçа лайăхлатса пырассишĕн ытларах тимлĕх уйăрма пуçланине палăртнă. Вĕсем пурнăç условийĕсене хăтлăлатма, харпăр хăй территорийĕсене тирпейлĕ тытма, шывпа тата электроэнергипе тивĕçтерессине çĕнетсе пыма, çулсене юсама пуçарулăх кăтартса вырăнти проектсене хутшăнаççĕ.

Мучар ял тăрăхĕнче иртнĕ пухăва район администрацийĕн организаципе контроль ĕçĕсен, информаципе тивĕçтерекен тата финанс пайĕсен начальникĕсем Г.Кукловпа А.Сергеев, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ А.Белов, обществăлла ĕç  лидерĕсем хутшăнса ял тăрăхĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров ултă уйăхра тунă ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарнă, пуçару проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе мучарсем те активлăх кăтартнине асăнса хăварнă.

Пухăннисем Мучарти вăтам шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнипе паллашнă. Кăçал кунта «Ÿсĕм лапамĕ» центр уçăлмалла. Çавăн пекех граждансен пуçарăвĕпе усă курса шкула кайма хатĕрленекен ушкăна кĕнĕ çĕрте карта тытаççĕ.

Тăрмăшри пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Михайлов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ О.Васильева, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Д.Сидоров, обществăлла организацисен представителĕсем хутшăннă. Тăтăшах тимлĕх уйăрмалли ĕçсемпе ыйтусем тавра калаçу пынă. Владимир Борисович тăрмăшсем ялти проектсене пурнăçа кĕртес ĕçре хастарлăхпа уйрăлса тăнине асăннă. Юлашки çулсенче ача садне, вăтам шкулти хăш-пĕр ĕçсене, çулсене юсассине халăх пуçарăвĕн мелĕпе пурнăçланă. Иртнĕ çул ял тăрăхĕ «Хăтлă хула хутлăхĕ» федераци проектне хутшăнса, онлайн-сасăлавра çĕнтерсе, культура çурчĕ умĕнчи лапама тирпей-илем кĕртме ирĕк çĕнсе илнĕччĕ. Кăçал вара унти ĕçсене вĕçленĕ.

Тĕмер ял тăрăхĕнчи активистсем район администрацийĕн тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе В.Михайловпа тата Г.Ивановпа, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕпе И.Красновапа пĕлтерĕшлĕ ыйтусем сÿтсе явнă.

Тĕлпулу хыççăн Тĕмерти Николаев ячĕллĕ урама çитсе çул тунипе паллашнă.

Ял тăрăхĕсенчи иртнĕ пухусенче активистсене районти депутатсен Пухăвĕн Тав хучĕсене парса хавхалантарнă.

Поделиться:
Распечатать