1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
15 августа 2022 г. 9:56

Енĕш Нăрвашра пурнăç условийĕсем лайăхланаççĕ

Пирĕн пĕрлехи ĕçĕмĕрĕн тĕп тĕллевĕ — республикăри халăхăн, хамăр район çыннисен пурнăç шайне лайăхлатасси. Çакă пире Чăваш Ен, тăван тăрăх пуласлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме хистет. Палăртнисене пурнăçа кĕртме кашни хăйĕн тÿпине хывсан пирĕн тĕллевсем тата ăнăçлăрах пурнăçланасса шанма пулать. Çавăнпа регион Пуçлăхĕ вырăнти пуçарусемпе никĕсленнĕ обществăлла инфраструктура аталанăвĕн проекчĕсене анлăн çул пани пурнăçа пысăк витĕм кÿни пирки каларĕ. Ку енĕпе районта, çав шутрах Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăнакансем те, çулленех пысăк хастарлăх кăтартаççĕ, пуçарулăх никĕсĕ çинче ял сăн-сăпачĕ лайăх енне улшăнса, çĕнелсе, вăй илсе пынине курма пулать.

Малашне Тăвай енри ялсенче, çавăн пекех Енĕш Нăрвашра та, унти урамсенче те улшăнусем курăмлăрах, сулмаклăрах пулĕç, çынсем хăтлăрах условисенче пурăнĕç.

ПУРНĂÇЛАНĂ ПРОЕКТСЕМПЕ ПАЛЛАШСА

Пуçарулăх бюджечĕн проекчĕ- сене пурнăçа кĕртсе ялсенче пурăнакансем харпăр хăй тăван кĕтесне хăтлăлатассишĕн тăрăшаççĕ халь. Вĕсен активлăхĕ çулсерен ÿссе пырать. Ялсен сăн-сăпачĕ улшăнсах пыни укăлчаран кĕрсенех палăрать. Урамсем хытă сийлĕ çул-йĕрпе йĕркеленеççĕ, обществăлла объектсен çĕнелнĕ фасачĕсем кăмăл-туйăма çĕклеççĕ, кану вырăнĕсенчен тухас та килмест, вылямалли лапамсенче вара каçченех ача-пăча сасси илтĕнет. Çавăнпа çĕнелекен тăрăхра пурăнма кăмăл тăвакансен йышĕ хушăнса пырасса шанма пулать.

Енĕш Нăрваш — Тăвай енри чи пысăк ялсенчен пĕри. Канаш хулинелле каякан асфальтлă çулăн сылтăм енчи пăрăнчăкран малалла кайсан çитме пулать унта. Тавралăх аякранах илемĕ- пе илĕртет, çулпа вĕçтерсе пынă чухне юханшыв куç тĕлне пулать, инçех те мар пысăк пĕве.

Чăваш Республикин çутă сарă тĕслĕ ялавне сăнарлакан вăтам шкул тĕлне çитсен чарăнчĕ автобус.

Шкулпа кĕрсе паллашма шухăшларăм. Шалалла иртсен Н.Константинова директор хирĕç тухрĕ.

— Сывлăх сунатăп, епле пурăнатăр?— интереслентĕм тÿрех.

— Аван темелле пуль. 2019 çулта шкула тĕпрен юсама мехел çитертĕмĕр, енĕшнăрвашсем халь çĕнетнĕ классенче пĕлÿ пухаççĕ. Пĕлтĕр вара пуçару проекчĕпе картишне брусчатка сарнă, тимĕртен карта тытса уйăрнă ăна, чечек клумбисем, «Эпĕ шкула юрататăп» стела пур ав, саксем çине ларса канма та меллĕ,— терĕ Надежда Анатольевна.

Калаçăва малалла тăснă май çак кунсенче шкула çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ĕçлеме йышăннине те пĕлме тÿр килчĕ. Пуçламăш классене вĕрентекен шкулăн çурчĕ — çулăн тепĕр енче, ăна та, сарă тĕспе сăрласа, Пĕлÿ кунĕнче ачасене кĕтсе илме хатĕрленĕ.

Чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлев уçнă шкул унпа юнашарах. Историпе асăну музейĕ вырнаçнă çак çуртра халĕ. Ольга Ильинична Меркурьева йĕркелесе ячĕ унти ĕçсене, каярахпа халăх ятне те пачĕç музее. Педагогика ĕçĕн ветеранне Владимир Васильевич Петрова шанса парсан тата та чылай çĕнĕлĕх пулчĕ унта. Иртнĕ çул тĕпрен юсарĕç халăх музейне, картине те çĕнетрĕç.

Енĕш Нăрвашри шкулчченхи учреждение 1987 çулта уçнă. 33 ача çÿренĕ унта кăçал, вĕсенчен вуннăшĕ шкула кайма хатĕрленеççĕ ĕнтĕ. Людмила Васильевна Евдокимова, Луиза Васильевна Лукина, Мария Георгиевна Васильева воспительсем çитĕнекен ăрун пушă вăхăтне интереслĕ тăвассишĕн тимлеççĕ. Валентина Ефимовапа Галина Кузьмина няньăсем те хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçлаççĕ. Галина Васильевапа Лариса Ефимова поварсем куллен тутлă, витаминлă апат хатĕрлеççĕ. Ирина Герасимовапа Ирина Лукина хăйсен ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра пурнăçлаççĕ. Владислав Герасимов объекта хураллать.

Ялти шкулчченхи учрежденире шалта 2017 çултах ирттернĕ юсав ĕçĕсене. Нумаях пулмасть вара картишне брусчака сарса илемлетнĕ, ачасене çумăрпа йĕпенесрен кĕрсе тăма е хĕвел пĕçертесрен хÿтĕленме веранда тунă, тимĕр карта тытнă.

Тăм юханшывĕ урлă Йăлăмкаса каçма хывнă кĕпер начарри çынсене тахçантанпах сехĕрлентернĕ. Çак йĕркесен авторĕ те ун урлă хăра-хăра каçнă хăй вăхăтĕнче. Халĕ вара унти кĕпер урлă юрласа каçас килет, картлашкисем те сарлака, тимĕртен тунă вĕсене.

Енĕш Нăрвашри Токсин ячĕллĕ урамри кĕпер витĕр шыв кăларакан пăрăха 1990 çулта хывнă. Çулсем иртнĕ май ку сооружени çурхи шывсемпе çăвăнса арканнă, бетон блокĕсем ÿкнĕ. Пĕлтĕр кĕпер урлă хывнă çула хупнăччĕ. Енĕш Нăрваш ялĕн центрне тухма çырма леш енче пурăнакансем тавраран çÿрерĕç. «Дортехпроект» ООО тунă смета докуменчĕсем тăрăх кунта çĕнĕ кĕпер пулать халь. Районти бюджетран юсав ĕçĕсем валли 3 миллион та 850 пин тенкĕ уйăрнă. Ĕçсем кĕркунне вĕçленмелле. Эпир палăртнă вырăнта пулнă кун та ĕç шавĕ тăратчĕ таврара, эксковаторпа автомашина кузовĕ çине тăпра тиетчĕç.

«Кашни кунах ĕçлеççĕ-и?» — интереслентĕмĕр çывăхри гаражра темĕн тăрмашакан арçынтан.

«Ĕçлеççĕ»,— пулчĕ хурав.

Ялти культура çурчĕ çывăхĕнче темиçе çул каялла Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тата таврăнсан вилнисене, воин-интернационалистсене асăнса палăксем лартнăччĕ. Десантниксен стели те вырăн тупрĕ каярахпа унта. Йывăçсемпе саксем лартса, фонтан туса кану лапамĕ йĕркелерĕç çав тĕлте, ăна каçсерен çутăпа тивĕçтереççĕ.

Кăçал Енĕш Нăрвашри культура çуртне тĕпрен юсас ĕçсем пуçланнă. «Культурăна аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн 2022 çулхи пĕтĕмĕшле смета хакĕ 20568 пин тенкĕпе танлашать. «Сельмаш Строй» ОООпа пĕрремĕш тапхăрти ĕçсене пурнăçа кĕртме 13261 пин тенкĕлĕх муниципаллă килĕшÿ тунă.

Палăртнă объектăн пĕр енчи фасадне çĕнетессине вĕçленĕ, тепĕр айккинче ĕçлетчĕç-ха. Шалта урайне сарассипе, стенасене илемлетессипе тăрăшаççĕ.

Район администрацийĕ палăртнă объектăн иккĕмĕш этапне пурнăçа кĕртме республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрма Чăваш Енри культура министерствине заявка тăратнă.

Пуçару проекчĕпе 2021 — 2022 çулсенче культура çурчĕ çумĕнчи резина сийлĕ спорт площадкине туса пĕтернĕ тата ача-пăчасене савăнтармалли оборудованисене вырнаçтарнă.

МАЛАШЛĂХПА ÇЫХĂННĂ ĔÇСЕМ

Енĕш Нăрвашра çĕнĕлĕх варкăшĕ çапла лайăх сарăлнишĕн, пуçару проекчĕсене вĕçлесех пынишĕн хĕпĕртесе, умри тĕллевсем пирки те пĕлес тесе ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Роман Артемьевич Егоровпа тĕл пулма васкарăм,.

— Харпăр хăй тăрăхĕнчи пурнăç условийĕсене улăштарассишĕн, ачасене çутă малашлăхлă тăвассишĕн тимлетпĕр эпир,— тесе калаçăва пуçăнчĕ Р.Егоров. — Енĕш Нăрвашпа (1185) Кушкă (150) ялĕсенче пурĕ 1335 çын пурăнать. Енĕш Нăрвашра — 667 кил ху- çалăх шутланать, вĕсенчен пушшисем — 230. Кушкăра 40 кил хуçалăхра пурăнакан çук, 94-шĕнче çын сасси илтĕ-нет. Шел пулин те, демографи лару-тăрăвĕпе мухтанаймастпăр, ача çураласси юлашки виçĕ çул хушшинче чакса пырать (10—5), çын вилесси ÿснĕ (32 Ç38). Пĕлтĕр 31 çын ялсене пурăнма килнĕ, тухса кайнă — 25. 2021 çулта 2 çемье кăна чăмăртаннă, тăваттăшĕ арканнă.

Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăнакан Фаина Васильевна Иванова 1928 çулхи ноябрĕн пĕрремĕшĕнче çуралнă, чи асли шутланать. «Красная Чувашия» колхозра ĕçлесе ĕмĕрне ирттернĕ, бригадăра, сыснапа сурăх фермисенче тăрăшнă. Икĕ ывăлпа виçĕ хĕр пăхса ÿс- тернĕ мăшăрĕпе. Алексейпа Любовь Васильевсен виççĕмĕш ачи ялта чи çамрăкки, Лева кăçалхи июнĕн 30-мĕшĕнче çуралнă.

Ял тăрăхĕнче шкул, шкулчченхи учреждени, пĕтĕмĕшле практикăллă врач уйрăмĕ, 8 магазин, культура çурчĕ, библиотека, музей, виçĕ хресчен фермер хуçалăхĕ, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ, перекет банкĕн филиалĕ, чиркÿ ĕçлеççĕ.

Ялсенче пурăнакансене пулăшмалли çĕнĕ механизмсене пурнăçа кĕртме пуçланăранпа — вырăнти пуçарусене тĕпе хурса, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн 19 проектне ĕçе кĕртнĕ Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн территорийĕ-нче. 20 контейнер лапамĕ тунă, видеосăнавăн 10 камерине вырнаçтарнă, электроэнерги перекетлекен 50 светильник (2019 çул) çакнă урамсенчи юпасем çине, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса Кушкăра палăк лартнă. Енĕш Нăрвашри Московская тата Школьная урамсене каçсерен çутатма электролини хывнă. Ача-пăча вылямалли виçĕ лапам валли оборудовани туяннă. Паварская тата Данилов ячĕллĕ урамсенчи çулсене вĕтĕ чул сарнă тата ытти те.

2022 çулта çичĕ проект пурнăçа кĕртмелле пирĕн. Вĕсенчен хăшне-пĕр- не маларах асăнтăмăр. Çавăн пекех ялти культура çурчĕ валли газпа ĕçлекен кăмакасем туянмалла, пĕвене тасатассине вĕçлемелле.

Тепĕр çул вара ялта Неркей пĕвине йĕркене кĕртмелле. Енĕш Нăрвашри Западная тата Канашская урамсенчи çулсене вĕтĕ чул сарса хытармалла.

2021 çулта Енĕш Нăрвашра 25 кубла метр калăпăшлă шыв уçлакан «Рожнова» башня лартнă, Кушкăра кивĕ башньăна çĕннипе улăштарнă.

Кĕркуннепе çуркунне территорисене тирпейлессипе экологи уйăхлăхĕсем ирттеççĕ ялсенче, хĕлле çулсене юртан тасатсах , çулла ÿссе кайнă çумкурăксене çулсах тăраççĕ. Ялти учрежденисен умĕсенче чечек клумбисем тавралăха илем кÿреççĕ.

Ял тăрăхĕн бюджечĕн укçи-тенкипе Енĕш Нăрвашри Хумма Çеменĕ, Николаев ячĕсемлĕ урамсенче, Зеленый тăкăрлăкра вĕтĕ чул сарнă пĕлтĕр. Хальхи вăхăтра Кушкăри Интернациональная, Енĕш Нăрвашри Мирная тата Сверчков ячĕллĕ урамсене йĕркене кĕртнĕ.

Ку çăмăл мар ĕçсене тăвассине районти тата ялти депутатсен Пухăвĕсен депутачĕсем тимлĕхрен кăлармаççĕ.

Пурнăç условийĕсем мĕнле шайра пуласси хăйсенчен чылай килнине лайăх ăнланаççĕ Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕнче. Сахал мар ĕç пуçараççĕ кунта. Роман Артемьевич Егорова пĕрлехи тĕллевсене пурнăçа кĕртессипе Людмила Николаевна Сергеевапа Любовь Алекссевна Николаева чылай пулăшаççĕ. Кăçал, ак, Л.Сергеевана «ЧР вырăнти хăй тытăмлăх оганĕсенчи службăра лайăх ĕçленĕшĕн» паллăпа чысланă. «Хулапа ял тăрăхĕсенчи чи лайăх муниципаллă служащи» республикăри конкурсра çĕнтернĕ вăл.

«Ырă сунса кĕтетпĕр!» щитсене чылай çĕрте асăрхама тÿр килчĕ çав кун Енĕш Нăрвашра. Эппин, ырра шанакан çынсем пурăнаççĕ кунта.

 

Поделиться:
Распечатать