«Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» халăх программинчен:
«Эпир пурăнмалли çурт-йĕр строительствине, коммуникаципе инфраструктурăна аталантарассине, ялсене газификаци тата çулсене юрăхлă тăвассине аталантармалли пĕтĕм мерăсен комплексне пурнăçлассине тимлĕхе хуратпăр... Пур региона та туллин газификацилессине 2030 çул тĕлне вĕçлемелле, граждансене газа кил участокĕн чикки таран тÿлевсĕр çитерсе памалла».
«Чăваш Ене пĕрле аталантаратпăр!» халăх программи:
«Партин депутачĕсен пуçарăвĕ-пе старт илнĕ тата 2023 çулччен çынсен харпăр хăй çурт-йĕрĕсене газа çĕр участокĕн чикки таран тÿлевсĕр илсе пырса газ кĕртсе çитермелли программăна пурнăçламалла. Чăваш Енре малтан планланă 910 вырăнне 1435 ялти 63 пин ытла кил-çурта «кăвак топливăпа» тивĕçтермелле».
«Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» «Хула хăтлăхĕ» парти проекчĕпе килĕшÿл- лĕн газ кĕртсе çитерессине пурнăçласси — ку вăл ялсенчи газ пăрăхĕ çывăхĕнче вырнаçнă кил-çуртсен чикки таран кăвак топливăна тÿлевсĕр илсе çитерни. Программа 2021 çулта Федераци Пухăвне янă Çыру итогĕсем тăрăх РФ Президенчĕ Владимир Путин хушнипе ĕçлеме пуçланă.
Ку вăхăт тĕлне Чăваш Енре 4000 заявка йышăннă, виçĕ пин çурă ытла килĕшÿ тунă, 2500-шне пурнăçланă. 1000 ытла çыхăнтарнă.
Газ кĕртме «Газпром газораспределение Чебоксары» АОн корпораци сайчĕ урлă, услугăсемпе тивĕçтерекен вунă пĕрлехи центр урлă, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО офисĕнче, газпа тивĕçтерекен 26 абонент пунктĕн-че тата çавăн пекех газификацин Пĕрлехи порталĕ, «Госуслуги» тата МФЦ урлă заявка пама пулать.
Газификаци пĕтĕм республикипех ÿсĕмлĕ пулса пырать. Газовиксем республикăри пур муниципаллă йĕркеленÿсенче те пулса газификаци тума май килекен 2000 ытла кил-çуртра пулнă, çынсене заявка памалли йĕркесем тата кирлĕ пулакан документсен пакетне хатĕр- лемелли çинчен каласа ăнлантарнă.
Чăваш Енре газификаци тунă чухне патшалăх пулăшăвĕпе усă курма право пур граждансен списокне анлăлатнă. Çакна тивĕçтерекен указа 2022 çулхи июль уйăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пусса çирĕп-летнĕ. Хăйсен кил-çуртне газификаци тума патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултаракан Чăваш Республикинче пурăнакан граждансен списокне Донецк Халăх Республикинче, Луганск Халăх Республикинче тата Украина территорийĕсенче ятарлă çар операцине хутшăнакан (хутшăннă) çар çыннисен çемйисен членĕсене кĕртнĕ. Çакăнсăр пуçне газ кĕртнĕ чухне çĕр участокĕнчи шалти тăкаксемшĕн те компенсацисем хушса параççĕ.
Газ кĕртнĕ чухне льготăпа усă куракан граждансем валли пĕтĕмпе 2 млн тенкĕне яхăн укçа пăхса хăварнă. Паянхи кун тĕлне 16 çынна 303 пин тенкĕлĕх пулăшу панă.
Дмитрий СИДОРОВ, Тăвайри газ участокĕн начальникĕ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕ:
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Чăваш Ене пĕрле аталантаратпăр» халăх программине пурнăçласа кăçал чылай кил-çурта çут çанталăк газĕпе тивĕçтеретпĕр. Çынсенчен ку тĕлĕшпе 105 заявка пырса кĕнĕ. Вĕсене пурне те тĕплĕн тишкернĕ, вырăна тухса паллашнă, хуçисене газ кĕртес енĕпе мĕн-мĕн тумаллине, епле документсем кирлĕ пулассине каласа ăнлантарнă, документсен переченне панă. Ку вăхăт тĕлне заявкăсен 50 процентне пурнăçа кĕртнĕ, 50 ытла киле газ кĕртсе панă. Çулталăк вĕçлениччен килĕшÿ тунă çынсен кил-çурчĕсене пурне те «кăвак топливăпа» тивĕçтерме тăрăшатпăр. Кил-хуçалăхăн çĕр участокĕн чиккине çитиччен газ илсе пырасси тÿлевсĕр пулса пырать.
Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Пуянкассинче ĕçсем пыраççĕ, газ пăрăхĕнчен самай аякра вырнаçнă кил-çурта газлă тума тăрăшатпăр.