— Вĕри апат тенĕрен, эпир шкулта вĕренекенсене пурне те вĕри апатпа тивĕçтеретпĕр. Кĕçĕн классенче вĕренекенсемшĕн вăл тÿлевсĕр. Çавăн пекех сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесенчи ачасем те тÿлевсĕр апатланаççĕ. Пĕр ача пуçне тивекен апат хакĕ пĕлтĕр вăтамран 65 тенкĕ пулнă пулсан, кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вара — 85 тенкĕ. Ку апат шутне салат, пĕрремĕш-пе иккĕмĕш блюдăсем, чей е компот, çăкăр кĕреççĕ. 5—11 классенче вĕренекенсем хăйсем тÿ-лесе çиеççĕ. Кăмăл пуррисем кунне икĕ хутчен те апатланма пултараççĕ. Меню пурне те курăнмалли вырăнта çакăнса тăрать, унпа пурте паллашма, хăйсене кăмăла каякан апата заказ пама пултараççĕ. Столовăй таса, çутă, ăна пĕлтĕр кăна тĕп юсав тунă. Апата хамăрăн апат блокĕнчех хатĕрлетпĕр. Унта — пĕтĕмпех çĕнĕ оборудовани. Газ плитисем çĕнĕ, холодильник, морозильник, пăспа пĕçерекен оборудовани, çăкăр касмалли хатĕр, электроçатма, электромясорубка, электрокотел, мармит. Çăкăра, çимĕçсене кÿрсе параççĕ, ку тĕлĕшпе договор тунă поставщиксемпе. Столовăйĕнче икĕ повар тата пĕр кухня работникĕ тăрăшаççĕ. Вĕсем куллен 125 ачапа 25 ĕçлекен валли апат хатĕрлеççĕ. Столовăйĕнче харăсах 80 ача таран апатланма пултарать. Чăннипе вара виçĕ сменăпа апатланассине йĕркеленĕ.
Паха, тутă тытакан техĕмлĕ апат ачасен сывлăхĕшĕн усăллă, вĕренес хавхаланăва та ÿстерет.