1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
19 августа 2022 г. 16:14

Евгений МОРЯКОВ, П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ:

Районти шкулсен автопаркĕнче 11 автобус халĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ — пирĕн Тăвай шкулĕнче. Юлашкине 2021 çулта «Çĕнĕ шкул» парти проекчĕпе панă. ГЛОНАСС спутник системипе, тахографпа тата ытти çĕнĕлĕхсемпе тивĕçтернĕ ăна. Акă, экстренлă чĕнÿсен кнопка пурри ачасен пурнăç хăрушсăрлăхĕшĕн тимлени ĕнтĕ. Кирлĕ служба темиçе минутранах çитме пултарать чĕннĕ вырăна. Çĕнĕ автобус рулĕ умĕнче — опытлă водитель Юрий Кузьмин. Тепĕр автобусне Юрий Васильев шанчăклă ĕçлеттерет. Хальхи вăхăтра вĕсем машинăсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеççĕ, çывăх кунсенче техника тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла.

Тăвай шкулне районти 6 ялтан — Улянкăран, Çăлпуçĕнчен, Кушкăран, Вырăс салинчен, Вăрманхĕрринчен, Чÿкçырминчен — ачасене турттараççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Пушкин карттипе тĕрлĕ çĕре экскурсисене, ытти культурăллă мероприятисене çÿренĕ. Спорт ăмăртăвĕсене тухса çÿреме те яланах хатĕр пирĕн автобуссем. Вĕсем шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕн, кунта ĕçлекенсен пурнăçне нумай çăмăллатаççĕ. Чăннипех те курăмлă пулăшу пуриншĕн те. Техника паркне малашне те çĕнетсех тăрасса шанса тăратпăр.

Кăçал муниципалитетсенчи вĕренÿ учрежденийĕсене тÿлевсĕр автобуссемпе тивĕçтерме пăхнă. Пирĕн района та çитĕç çĕнĕ автобуссем. Йăнтăрчăри, Мучарти, Элпуçĕнчи, Тĕмерти, Тушкилти шкулсенче кĕтеççĕ вĕсене. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин халăх программи çынсен ырлăхĕшĕн ĕçлени куçкĕрет

Поделиться:
Распечатать