1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
19 августа 2022 г. 16:13

Шкул автобусĕсем

«Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» халăх программи:

«Шкул автобусĕсен паркне вĕсене федераци бюджечĕн укçи-тенкипе çуллен хушса туянма пулнине шута илсе çĕнетсе пырассине тивĕçтермелле. Регионсене 2024 çулчченхи тапхăрта çулталăкра 4000 шкул автобусĕнчен кая мар ямалла».

Юлашки пилĕк çул хушшинче республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисене «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» «Çĕнĕ шкул» парти проекчĕпе килĕшÿллĕн 220 ытла шкул автобусĕ панă. Республика бюджетĕнче 2022 çулта шкул транспорчĕ туянма 35 млн тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Шкул автобусĕсен паркĕнче 400 яхăн автобус. Вĕсем ачасене 1415 ялтан 738 маршрутпа шкулсене турттараççĕ. Пур автобус çине те ГЛОНАСС спутник навигацийĕн системине, тахографпа маячоксем лартнă.

2011 çулхи сентябрьте Чăваш Ен шкулĕсене 37 çĕнĕ автобус панă (çак шутран 31-шĕ — федераци, 6-шĕ — республика бюджечĕсен шутĕн-чен), çак шутран пирĕн района — пĕрре. Ăна П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул тивĕçнĕ.

2021 çулхи ноябрьте регион заявкипе Раççей Федерацийĕн Правительствин резерв фончĕн укçи-тенкипе туяннă 33 шкул автобусне муниципалитетсене тÿлевсĕр пама йышăннă.

Поделиться:
Распечатать