«Пĕрлĕхлĕ Раççей» халăх программи:
«Шкул ачисен чикĕсĕр вĕренÿ программине чакарса, шкул медицинин тытăмне, сывă апатлану йĕркелемелли инфраструктурăна аталантарма условисем туса хурса вĕренекенсен сывлăхне упрассине тивĕçтермелле».
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура лартнă задачăпа килĕшÿллĕн, 2020 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен «Çĕнĕ шкул» парти проекчĕн йĕркипе кĕçĕн классенчи пур вĕренекене те кунне пĕр хутран кая мар вĕри апатпа тÿлевсĕр тивĕçтернĕ. Çак тĕллевпе республикăра 2020 çулта 246,5 млн тенкĕ янă, çав шутран 244 млн. тенки — федераци бюджетĕнчен.
Республикăра 2021 çулта пĕрремĕш-тăваттăмĕш классенчи вĕренекенсене вĕри апат çитерме бюджетран 607 млн тенкĕ ытла тăкакланă. 2022 çулта ку тĕллевпе тăкаксем 37 млн тенкĕ (+6,1 процент) ÿсеççĕ, 644 млн тенкĕрен иртеççĕ. Кĕçĕн классенчи 64 пин ачана пурне те вĕри апатпа тивĕçтернĕ. Тÿлевсĕр вĕри апатпа тупăш сахал илекен нумай ачаллă çемьесенчи ачасене те пулăшнă.
Пĕтĕмĕшле илсен, пур 410 шкулта та 146 пин ытла вĕренекене вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ. 138 шкулта вĕри апатпа 36 апатлану комбиначĕ тата индивидуаллă предпринимательсем тивĕçтереççĕ. 272 шкулта апат хатĕрлессине хăйсем йĕркеленĕ.
2021 çулта хуласенчи шкулсен апат-çимĕç блокĕнчи оборудованисене çĕнетнĕ, ку чухнехи технологи оборудованийĕ вырнаçтарнă, çакна валли 89,4 млн тенкĕ уйăрнă.
«Шупашкар хулинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче вĕренекенсен апат хакĕ 2018 çултанпа ÿсмен, тĕп апат-çимĕç продукчĕ-сен хакĕсем пысăкланнине пăхмасăр малтанхи шайра юлнă. 2022 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 1—4 классенче вĕренкенсемшĕн апат хакĕ 4 тенкĕ, 5—11 классенче вĕренекенсемшĕн 17 тенкĕ ÿсет.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Респуликинчи промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне хирĕç тăракан комисси ларăвĕн- че шкулти апатланупа тивĕçтерес тата çурма фабрикатсем кăлармалли центр йĕркелес ыйтусемпе тимлĕ пулма ыйтнă.
Çапла, Чăваш Енре кĕркунне шкул ачисене апатлантарма çурма фабрикатсем туса кăларакан центр ĕçлеме тытăнать. Красноармейски тата Элĕк районĕсем çурма фабрикатсем кăларакан центр пулăшнипе шкул ачисен апатланăвне йĕркелекен пилотлă проекта кĕреççĕ. Ăна коопераци ĕçĕнче çителĕклĕ опыт пухнă тата пысăк йыш пĕрлештерсе ĕçлесе курнă Чăвашпотребсоюзпа пĕрле пуçлаççĕ.