1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
25 августа 2022 г. 20:57

Çĕнçырмара — çĕнĕ магазин

Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Çĕнçырмари Семен Витальевич Нилов (сăн ÿкерчĕкре варринчи) предприниматель ял çыннисен пурнăçне хăтлăлатассишĕн сахал мар тăрăшать. Ăна тăтăшах ялта пурăнакансем хушшинче куратăн. Кăмăллă калаçать вăл, хумхантаракан ыйтусемпе кăсăкланать.

Çак кунсенче тăван ялĕнче те апат-çимĕç сутакан «Ампар» магазин уçнă. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Михайлов та хутшăннă, çĕнçырмасене çĕнĕлĕхпе саламланă, районти культура ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе килентернĕ.

Семен Витальевич кивĕ магазина илсе йĕркене кĕртнĕ, апат-çимĕçпе çурма фабрикат таварĕсене сутассине йĕркеленĕ. Çĕнçырмасемпе çывăхри ялсенче пурăнакансене татах савăнтарасшăн. Планра — кафе уçасси.

Поделиться:
Распечатать