1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
25 августа 2022 г. 20:58

Почта уйрăмĕсене çĕнетсе

«Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» халăх программи:

«Яллă вырăнсенче граждансене услугăсемпе тата таварсемпе пахалăхлă тивĕçтермелле, çав шутра «Раççей почти» инфраструктурипе усă курса та.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2022-2025 çулсенче яллă вырăнсенчи 25 пин ытла почта уйрăмне модернизацилессине йĕркелеме хушнă. Çакă вăл «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин ХХ съезчĕн итогĕсемпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Почта уйрăмĕсенче юсав кăна тумаççĕ, вĕсенче пĕчĕк тата инçетри ялсемшĕн пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ услугăсем те пулĕç. Вĕсенче, сăмахран, Патшалăх услугисен порталĕнче учет çыравне çирĕплетме е çĕнетме, харпăр хăй тĕллĕн температура, юн пусăмĕн, юнри кислород шайне виçме пулать. Чылай почта уйрăмĕ аран куçса çÿрекен çынсемшĕн те ансатланать: пандуссем, сарлака алăксем тата персонала чĕнсе илмелли кнопкăсем пулаççĕ.

«Чăваш Енре 374 почта уйрăмĕ, вĕсенчен 80 проценчĕ пысăк мар ялсенче вырнаçнă, ун пек çĕрте почта — тĕп сервис вырăнĕсенчен пĕри. Пирĕншĕн ялсенчи почта уйрăмĕсене йĕркене кĕртни тата вĕсенчи услугăсене сарса пыни — пысăк пĕлтерĕшлĕ социаллă ĕç. 2022 çулта эпир республикăра ялта пурăнакансене валли çĕнетнĕ сакăр почта уйрăмĕ уçатпăр»,— каласа парать Чăваш Республикинчи почта çыхăнăвĕн управленийĕн директорĕ Максим Ладилов.

«Раççей почти вăл — çыру е посылка илмелли е ямалли май кăна мар, экономикăпа обществăлла хутшăнусен тытăмĕн кирлĕ сыпăкĕ те пулса тăрать. Яллă вырăнта çакă уйрăмах палăрать, мĕншĕн тесен кунта почта сахал мар чухне пĕтĕм социаллă инфраструктурăна улăштарать. Çурчĕсене çĕнетсе урăхлатнă хыççăн почта уйрăмĕсем чăннипех те хăтлă тата ку чухнехи вăхăт ыйтнине тивĕçтерĕç, вырăнта пурăнакансем вĕсенче цифра формачĕпе патшалăх услугисем илме, çакăнпа пĕрлех ку чухнехи ытти онлайн-сервиссемпе усă курма пултараççĕ»,— палăртать «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракци членĕ, «Чăваш Республикин ИТ-кластер» информаци технологийĕсене аталантарма пулăшакан Ассоциаци управленийĕн председателĕ Владимир Лидерман.

Раççей почтине тата унăн регионсенчи ялсенчи уйрăмĕсене аталантарассине «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» халăх программине кĕртнĕ. Çĕршывĕпех почта сетьне модернизациленине тĕрĕслесе тăракан штабсем ĕçлеççĕ.

Улатăр районĕнчи Атрать, Пăрачкав районĕнчи Напольное, Сĕнтĕр-вăрри районĕнчи Сĕнтĕр, Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш, Канаш районĕнчи Сиккасси, Куславкка ра-йонĕнчи Тĕрлемес, Муркаш районĕн-чи Пысăк Сĕнтĕрпуç ялĕсенче юсавпа модернизаци ĕçĕсем пуçланнă ĕнтĕ. 2023 çулта республикипе 140 ытла çыхăну уйрăмне модернизацилеме палăртаççĕ.

Л.БЕРИЛЛО, район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ:

Раççей почти «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пулăшнипе ялсенчи почта уйрăмĕсене çĕнетсе лайăхлатас ĕçе пуçăнчĕ, вĕсене çынсен ку чухнехи ыйтăвĕсене тивĕçтермелле тăваççĕ. Енĕш Нăрвашри почта уйрăмĕнче те модернизаци ĕçĕсем пыраççĕ. Çапла вара почта уйрăмĕсем çынсене хаçат-журнал çырăнтарса валеçнисĕр, ытти хăш-пĕр услугăсемпе тивĕçтернисĕр пуçне, çĕнĕ сервиссене те аталантарса пырĕç, пысăк шайри çыхăнупа усă курма тытăнĕç, çынсен пурнăçне ансатлатма тата ытларах витĕм кÿрĕç. Пулăшу аталансах пырĕ.

Поделиться:
Распечатать