Тушкил ялĕнчи Дмитрий Алексеев (сăн ÿкерчĕкре сулахайри) хресчен-фермер хуçалăхĕ çĕрĕç тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе аталанать. Хуçалăх юлашки эрнесенче тырпул пухса кĕртессипе кал-кал ĕçлерĕ, тырă тухăçĕ те лайăх унăн. Сĕтпе аш туса илессипе те кăçалхи пĕрремĕш çур çулта иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен ÿсĕмлĕ ĕçленĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, Тушкилте пулса, Дмитрий Алексеев хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллашнă. Çапла Д.Алексеев фермер вырăнти Сергей Илларионов ХФХн çемье фермин сĕте ĕçлесе хатĕрлемелли инвестици проектне хутшăнать. Дмитрий Юрьевич райадминистраци пуçлăхне çурт-йĕре тĕпрен юсассипе тунă ĕçсем, сĕте ĕçлесе хатĕрлеме туяннă оборудовани, проекта пурнăçламалли сроксемпе плансем çинчен каласа панă.
Хальхи вăхăтра оборудование монтаж тăвасси вĕçленсе пырать. Малашне хуçалăхра туса илнĕ тата халăхран туяннă сĕте пĕтĕмпех пастеризацилеççĕ, унтан С.Р.Илларионов ХФХн молокомачĕсем урлă хула çыннисене сутаççĕ. Асăннă проекта пурнăçа кĕртнĕ май, тепĕр ултă ĕç вырăнĕ йĕркеленет. Кил хуçалăхсенчен тивĕçлĕ хакпа сĕт туянассине те сарса пыма палăртаççĕ.
Владимир Михайлов фермера проекта пурнăçа кĕртес ĕçре ăнăçу суннă.