1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
8 августа 2022 г. 10:58

Сывлăх министрĕ — Тушкилте

Ял çыннисем хăйсем пурăнакан çывăх вырăнтах пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме тивĕç — ку вăл Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçа кĕртессипе килĕшÿллĕн палăртнă чи пĕлтерĕшлĕ задачăсенчен пĕри.

Çак тĕллевпех пирĕн районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — Сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов пулнă, Тушкил ялĕнче врач амбулаторийĕ тăвасси мĕнле пулса пынипе паллашнă.

Вырăнта ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — строительство, çул-йĕрпе ЖКХ пайĕн начальникĕ Василий Владимиров, Тушкил ял администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Трофимов, районти больницăн тĕп врачĕ Алексей Степанов тата объекта тăвакан подрядлă организаци представителĕ кĕтсе илнĕ.

Врач амбулаторине Некрасов урамĕнче, унччен пĕтĕмĕшле врач практикин ялти уйрăмĕ пулнă вырăнта хăпартаççĕ. Çĕнĕ амбулатори икĕ ял çыннисене тивĕçтерме пуçлĕ, ку вара — 1000 çын ытла, çав шутра 140 ача. Паянхи кун тĕлне объектăн 50 проценчĕ хатĕр, хальхи вăхăтра çурта ăшăтмалли ĕçсем пыраççĕ, крыльцана тăваççĕ, кĕçех çуртăн каркасне облицовка тума пуçлаççĕ.

«Тепĕр хут аса илтеретĕп, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем тумалли сроксене пăсма юрамасть. Пирваях вырăнта пурăнакансем, вĕсем вырăнта пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илес пирки шухăшламалла. Çакна асрах тытни кирлĕ, ку вăл пирĕн умри пысăк яваплăх»,— палăртнă Владимир Степанов.

Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министерствин пуçлăхĕ çакна та аса илтернĕ: республикăра сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне çĕнетсе лайăхлатасси иккĕмĕш çул пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ — республикăра пурăнакан кашни çынна вырăнтах пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассси. 2021 çулта кăна çак программăпа Чăваш Енре 52 фельдшерпа акушер пункчĕ хута янă, Шăкăртан ялĕнче врач амбулаторийĕ туса лартнă, поликлиникăсемпе вĕсен подразделенийĕсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, хăшпĕр учрежденисем çĕнĕ оборудовани туяннă.

Поделиться:
Распечатать