Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Михайлов тата унăн заместителĕ—организаципе контроль ĕçĕсен тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Г. Куклов Тушкил ял тăрăхĕнче пурăнакан активистсемпе тĕл пулса калаçнă. Унта районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Е.Емельянова, ял тăрăхĕн депутачĕсем, обществăлла организацисен представителĕсем хутшăннă.
Пухура ял тăрăхĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă, Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Трофимов кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Кăçал Ямбулат ялĕнче шыв системине çĕнетессипе аван ĕçленĕ. Ку проектпа палăртнисене çывăх вăхăтра вĕçлеççĕ. Сăхăтпуçĕнче Киров ячĕллĕ урампа тăкăрлăкра вĕтĕ чул сарнă, çавăн пекех ку ялти Мусаков ячĕллĕ урам çулĕ те çĕнелнĕ. Тушкилте вара Николаев, Некрасов ячĕсемлĕ урамсенчи тата масар патне каякан çулсене вĕтĕ чул сарнă. Ямбулатра Казанская урамра ĕçсем пуçланаççĕ кĕçех ку енĕпе. Тушкилте Чапаев ячĕллĕ урамра асфальт сарма пуçăнмалла.
Ялта врач амбулаторине туни, çулсене юсани, таса шывпа тивĕçтерни, граждансен пуçарăвĕпе тăвакан проектсене пурнăçа кĕртни пирки калаçнă. Активистсене районти депутатсен Пухăвĕн Тав çырăвĕсене парса чысланă. Унтан ял тăрăхĕн ĕçĕсемпе вырăна тухса паллашнă пухăннисем.