1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Июль 2024 г.
15 сентября 2022 г. 18:31

Суйлав итогĕсене пĕтĕмлетнĕ

Вырсарникун Пĕрлехи суйлав кунĕ иртнĕ, республика вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсене суйланă. Чăваш Енре пурăнакансем çĕнĕрен йĕркеленĕ 19 муниципалитет округĕн пухăвĕсенче камсем пулассине тата пилĕк муниципалитет, çав шутра тĕп хула пухăвĕсенчи вакансисене камсем йышăнассине сасăлав татса панă.

Республикăн Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров пĕлтернĕ тăрăх, сасăлава 202301 çын хутшăннă — республикăри мĕнпур суйлавçăн 49,89 процент. Тĕрлĕ муниципалитетра — тĕрлĕ лару-тăру. Елчĕк, Патăрьел, Тăвай районĕ- сенче, сăмахран, ку хутĕнче те граждансем хăйсен тивĕçне хастар пурнăçланă. Елчĕк-сен кăтартăвĕ, тĕслĕхрен, 85 процента яхăнах.

Участоксенче сăнавçăсем, тĕрлĕ парти, йĕркелĕх службин представителĕсем пулнă. Пур участокра та видеокамерăсем ĕçленĕ. Санитарипе эпидемиологи хăрушсăрлăхĕ енĕпе те мерăсем йышăннă: маскăсем, алла дезинфекцилесси, температура виçевĕ — туллин тивĕçтернĕ.

Суйлавра мандатсемшĕн пĕтĕмпе 1081 кандидат кĕрешнĕ.

Сасăлав кăтартăвĕсем паллă ĕнтĕ. Пĕтĕмпе 385 депутат суйланнă. Çав шутран 333-шĕ (86,5 процента яхăн) — «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти представителĕсем. Коммунистсен партийĕн — 4, «Тĕрĕс Раççей — Тĕрĕслĕхшĕн» партин 31 мандат. Пенсионерсен партийĕ 1 мандат çĕнсе илнĕ. Хăйсем тĕллĕн кандидата тăнă 15 çын депутата суйланнă.

Тăвай суйлав комиссийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, районта сасăлава 7827 çын хутшăннă. Ку вăл мĕн пур суйлавçăсен 72,53 проценчĕпе танлашать. Ытти çĕрти пекех суйлав участокĕсем ирхине Раççей Гимнĕ янăранипе уçăлнă.

Суйлавра депутатсен Тăвай муниципалитет округ Пухăвĕн мандачĕсемшĕн 42 кандидат кĕрешнĕ. Муниципалитет округĕн депутачĕ пулма 16 депутата суйланă, пурте вĕсем район территорийĕнче пурăнакан çынсем:

Семен Витальевич Нилов,

Юрий Алексеевич Ефимов,

Владимир Николаевич Никифоров,

Борис Левкиевич Алексеев,

Дмитрий Юрьевич Алексеев,

Елена Семеновна Емельянова,

Дмитрий Вячеславович Сидоров,

Александр Валерьевич Шакин,

Татьяна Виталиевна Обаськина,

Ирина Николаевна Григорьева,

Владислав Николаевич Обаськин,

Тимофей Иванович Иванов,

Алексей Иванович Белов,

Алексей Владимирович Степанов,

Ирина Ивановна Краснова,

Елена Николаевна Самарина.

Поделиться:
Распечатать