1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 24 Ноябрь 2024 г.
22 сентября 2022 г. 21:29

Марина ЯКОВЛЕВА, Сĕнтĕрвăрринчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕн заместителĕ

— Эпĕ Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвне ырлатăп. Пирĕн салтаксем, ывăлсем халĕ Украинăра Раççей пĕрлĕхне хÿтĕлеççĕ, пирĕнтен пулăшу кĕтеççĕ. Инкеке лекме парар мар, вĕсемшĕн тĕрек пулар. Пире мирлĕ пурнăç, ирĕклĕх кирлĕ, эпир пĕрлĕхе хаклатпăр. Раççей халăхĕ хăюллă, вăйлă халăх, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме вăл яланах хатĕр, хÿтĕлет те. Çавăнпа та йывăр вăхăтра Раççей салтакĕсене кар тăрса пулăшмалла. 
Референдум пирĕн çĕршыв историйĕнче паллă вырăн йышăнĕ. Запорожье, Херсон облаçĕсенче, Донецк тата Луганск халăх республикисенче пирĕн тăвансем, аппасемпе пиччесем пурăнаççĕ. Ирĕке кăларнăскерсене эпир хамăр йыша илме хатĕр. Хальчченхи туслăхпа пĕрлĕх пирĕн хушăра çирĕпленессе шанатпăр.

Поделиться:
Распечатать