Чăваш Республикин çар комиссарĕн хушăвĕ 2022 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕ Шупашкар хули
Мобилизаци çинчен пĕлтерни
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2022 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнчи 647-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче 9 сехетре Чăваш Республикинче халăхăн пĕр йышне мобилизацилесси çинчен пĕлтернĕ.
Хушатăп:
- 1. Чăваш Республикинче ялан пурăнакан саппасри офицерсен, прапорщиксен, мичмансен, сержантсен, старшинасен, салтаксен тата матроссен çар комиссариачĕн повесткине илсен повесткăра палăртнă вăхăтра тата пункта пымалла.
- Чăваш Республикинче вăхăтлăх пурăнакан саппасри граждансен ялан пурăнакан вырăна çийĕнчех тухса каймалла, мобилизаци предписанийĕсенче кăтартнă пунктсене, май килмесен çар учетĕнче тăракан вырăнти муниципалитет йĕркеленĕвĕсен çар комиссариачĕсене çитмелле.
- 2. Саппасри офицерсен, прапорщиксен, мичмансен, сержантсен, старшинасен, салтаксен тата матроссен алăра мобилизаци предписанийĕ çук тата çар комиссариатĕнчен повестка паман пулсан вăхăтлăха районтан /хуларан/ тухса кайма юрамасть.
- 3. Хушăвăн 1-мĕш параграфĕпе килĕшÿллĕн призыва лекекен саппасри офицерсен, прапорщиксен, мичмансен, сержантсен, старшинасен, салтаксен тата матроссен мобилизаципе пынă чухне повесткăра палăртнă документсене тата япаласене пĕрле илмелле.
- 4. Мĕн пур организаци ертÿçисен хушăвăн 1-мĕш параграфĕпе килĕшÿллĕн призыва лекекен граждансене ĕçрен тата службăран хăтармалла, шалăва тулли тÿлемелле, повесткăра палăртнă вăхăтра тата пункта çитме майсем туса памалла.
- 5. Палăртнă вăхăтра тата пункта мобилизаципе пыман Раççей Федерацийĕн гражданĕсем, мĕн пур организаци ертÿçи граждансене мобилизаципе кайма чăрмантарнăшăн Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕшÿллĕн явап тытаççĕ.
- 6. Хушу пирки пур организацире те пĕлтермелле, ăнлантарса памалла.
Чăваш Республикин çар комиссарĕ Бахтиер ХОЛИКОВ полковник