1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
23 сентября 2022 г. 17:17

ПРИКАЗ

Чăваш Республикин çар комиссарĕн хушăвĕ 2022 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕ Шупашкар хули

 Мобилизаци çинчен пĕлтерни

 Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2022 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнчи 647-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче 9 сехетре Чăваш Республикинче халăхăн пĕр йышне мобилизацилесси çинчен пĕлтернĕ.  

Хушатăп:

  • 1. Чăваш Республикинче ялан пурăнакан саппасри офицерсен, прапорщиксен, мичмансен, сержантсен, старшинасен, салтаксен тата матроссен çар комиссариачĕн повесткине илсен повесткăра палăртнă вăхăтра тата пункта пымалла.
  • Чăваш Республикинче вăхăтлăх пурăнакан саппасри граждансен ялан пурăнакан вырăна çийĕнчех тухса каймалла, мобилизаци предписанийĕсенче кăтартнă пунктсене, май килмесен çар учетĕнче тăракан вырăнти муниципалитет йĕркеленĕвĕсен çар комиссариачĕсене çитмелле.
  • 2. Саппасри офицерсен, прапорщиксен, мичмансен, сержантсен, старшинасен, салтаксен тата матроссен алăра мобилизаци предписанийĕ çук тата çар комиссариатĕнчен повестка паман пулсан вăхăтлăха районтан /хуларан/ тухса кайма юрамасть.
  • 3. Хушăвăн 1-мĕш параграфĕпе килĕшÿллĕн призыва лекекен саппасри офицерсен, прапорщиксен, мичмансен, сержантсен, старшинасен, салтаксен тата матроссен мобилизаципе пынă чухне повесткăра палăртнă документсене тата япаласене пĕрле илмелле.
  • 4. Мĕн пур организаци ертÿçисен хушăвăн 1-мĕш параграфĕпе килĕшÿллĕн призыва лекекен граждансене ĕçрен тата службăран хăтармалла, шалăва тулли тÿлемелле, повесткăра палăртнă вăхăтра тата пункта çитме майсем туса памалла.
  • 5. Палăртнă вăхăтра тата пункта мобилизаципе пыман Раççей Федерацийĕн гражданĕсем, мĕн пур организаци ертÿçи граждансене мобилизаципе кайма чăрмантарнăшăн Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕшÿллĕн явап тытаççĕ.
  • 6. Хушу пирки пур организацире те пĕлтермелле, ăнлантарса памалла.

Чăваш Республикин çар комиссарĕ Бахтиер ХОЛИКОВ полковник

 

Поделиться:
Распечатать