Донецк тата Луганск халăх республикисенче, Запорожье тата Херсон облаçĕсенче сентябрĕн 23—27-мĕшĕсенче Раççей Федерацийĕн составне кĕрес пирки референдумсем ирттереççĕ. Ку вăл Украина тата НАТО çĕршывĕсем вырăссем тĕлĕшпе пуçарнă террор условийĕсенче пиçсе çитнĕ йышăну. Вăл пирĕн историллĕ пуласлăхшăн пыракан кĕрешÿри улшăну саманчĕ. Референдум асăннă территорисенче пурăнакансен шухăш-кăмăлне çирĕплетсе парĕ. Раççей вĕсен йышăнăвне пĕтĕмпех шута илĕ, референдум хăрушлăхсăр ирттĕр, çынсем харпăр хăй шухăш-кăмăлне туллин те ирĕклĕн палăртма пултарччăр тесе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвĕ. Эпир яланах пĕрле пулнă, пĕрле ĕçленĕ, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пурăннă, промышленноçа аталантарнă. Малашне те çавăн пек пуласса шанатпăр.
Пирĕн ятарлă çар операцине хирĕç Украинăпа хĕвеланăçри çĕршывсем чăн-чăн çар ĕçĕсем, вăрçă пуçласа ячĕç, мирлĕ ял-хула арканать, çынсен пурнăçĕ татăлать. Çак террорлăха татăклă пĕтермелле. Çавна шута илсе В.В.Путин Президент халăхăн пĕр йышне мобилизаци тăвассипе тĕрĕс йышăну турĕ тесе шутлатăп.
Владимир МИХАЙЛОВ, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ.