1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
23 сентября 2022 г. 16:56

Пуласлăхшăн пĕлтерĕшлĕ

Паянтан Донецк тата Луганск халăх республикисенче, Запорожье тата Херсон облаçĕсенче Раççей Федерацийĕн йышне кĕрессипе референдум пуçланать.

Украина тата НАТО çĕршывĕсем вырăссем тĕлĕшпе пуçланă террор условийĕсенче пĕтĕм халăх шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлни хальхи пурнăçшăн кăна мар, пуласлăхшăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Иккĕленместĕп, çакна миллионшар çын кĕтет, чи малтанах Донецкпа Луганск халăх респуб-ликисенче, Запорожьепе Херсон облаçĕсенче пурăнакансем. Пурин те пĕр-пĕринпе туслă та мирлĕ, тăнăçлă пурăнас килет. Çакă вăл ача-пăча çуратса ÿстерсе, пурнăçа лайăхлатса, халăхсем хушшинчи туслăха аталантарса пырса, истори чăнлăхне тавăрма тата çирĕплетме пулăшнă пулĕччĕ. Раççей çыннисем ирĕке кăларнă территорисенче пурăнакансене, вĕсем Раççей Федерацийĕн йышне кĕме кăмăл тусан, пур енĕпе те пулăшма хатĕр тесе шутлатăп.

А.ШАКИН, Тăвай муниципалитет округ Пухăвĕн депутачĕ.

Поделиться:
Распечатать