«Оборона министерствипе Генеральнăй штаб Раççей Федерацийĕнче халăхăн пĕр йышне мобилизацилесси çинчен панă сĕнÿ-пе килĕшме кирлĕ тесе шутлатăп.
Тепĕр хут калатăп, сăмах шăпах халăхăн пĕр йышне мобилизацилесси пирки пырать, çар службине хальхи вăхăтра запасра тăракан граждансене кăна, тата пуринчен малтан, кам Хĕçпăшаллă вăйсен ретĕн-че службăра пулнă, çарпа учет специальноçĕ тата кирлĕ опыт пур, çавсене илеççĕ.
Çар службине чĕнсе илнисем чаçсене ăсатиччен малтан обязательнăй йĕркепе ятарлă çар операцийĕн опытне шута илсе хушма çар хатĕрленĕвĕнче пулаççĕ.
Халăхăн пĕр йышне мобилизацилесси çинчен калакан Указа алă пуснă.
Мобилизаци мероприятийĕсем сентябрĕн 21-мĕшĕнче пуçланаççĕ. Регионсен пуçлăхĕ-сене çар комиссариачĕсене пур енĕпе те пулăшма хушатăп.
Уйрăм палăртатăп, мобилизаципе çар службине чĕнсе илнĕ Раççей гражданĕсем контрактпа çар службинче тăракан çар çыннисен статусне, тÿлевĕсене тата пур социаллă гарантийĕсене те илеççĕ.
Халăхăн пĕр йышне мобилизацилесси çинчен калакан Указ http,ŸŸkremlinĕruŸeventsŸpresidentŸnewsŸ69391Ÿĕ