1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
24 сентября 2022 г. 23:31

Чăваш Республикин çар комиссарĕн çумĕпе Сергей Владимирович Сергеев подполковникпа - интервью

Паян, сентябрен 24-мĕшĕнче, «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕ Валентина Петрова Чăваш Республикин çар комиссарĕн çумĕпе Сергей Владимирович Сергеев подполковникпа тĕл пулнă. Çĕршыври мобилизаципе çыхăннă ыйтусене уçăмлатма ыйтнă.

— Сергей Владимирович, мобилизациленĕ граждансем медицина тĕрĕслевне вырăнта тухаççĕ-и? Вĕсене малтан ăçта илсе каяççĕ?

— Çапла, мобилизациленĕ граждансем медицина тĕрĕслевне вырăнта, харпăр хăй районĕнче, тухаççĕ. Япăх сывлăхлисене мобилизацилемеççĕ.

Мобилизацие çарта пулнă, çар-учет специальноçĕллĕ, урăхла каласан, çарта тивĕçлĕ хатĕрлев иртнĕ çынсене илеççĕ. Вĕсене çар подразделенийĕсене пуçтарса çĕнĕрен вĕрентеççĕ. Никама та тӳрех передовойне ямаççĕ. Унта тивĕçлипе хатĕрленсе çитсен кăна ăсатаççĕ.

- Мобилизаци ĕçĕнчен кама хăтараççĕ (отсрочка)?

— Тĕрĕссипе, кун пирки телекуравра та, социаллă сетьсенче те ăнлантарса панисем пулчĕç ĕнтĕ. Унта саккунпа килĕшӳллĕн кам отсрочкăна тивĕçнине тĕплĕн каласа кăтартнă. Паллах, сывлăх тĕлĕшĕнчен япăххисем, бронь пур çынсем — вĕсем оборона промышленноç комплексĕн ĕçченĕсем тата çынсен кулленхи пурнăçри ĕç-хĕлне тивĕçтерме пулăшакан организаци ĕçченĕсем. Вĕсене малтанах, мобилизаци пуçланичченех, шута илнĕ. Çавăн пекех общество йĕркине асăрхаса тăракан вăй тытăмĕсен ĕçченĕсем — МЧС, ШĔМ, суд, прокуратура, таможня çыннисем, çавăн пекех банк ĕçченĕсем, çыхăну операторĕсем, IT технологийĕн специалисчĕсем. Хушса çакна калама пултаратăп: часах çамрăксем çар службине вĕçлесе киле таврăнма тытăнаççĕ. Вĕсене çак мобилизаци ĕçĕ пырса тивмест. Çавăн пекех пĕр студента та, каçхи, кăнтăрлахи, куçăмлă мар майпа вĕреннине пăхмасăр. Çав шутра çар хыççăн вĕренме кĕнĕ çамрăксене те.

- Конкретлă ыйту пама юрать-и? Пĕр çемьерен икĕ çынна повестка панă тĕслĕхсем пур. Çакă саккунлă-и?

— Кунта уçăмлатни кирлĕ. Эпир акă çемьере — виçĕ пĕртăван. Пурте — çар çыннисем. Сывлăх тĕлĕшĕнчен юрăхлă пулсан мобилизаци ĕçĕнче çемье ыйтăвне шута илмеççĕ. Тĕрĕс ăнланăр, кунта ыйтăва уйрăммăн татса параççĕ. Енчен те пĕртăвансем, пиччĕшĕпе шăллĕ, вĕсем сывлăх тĕлĕшĕнчен юрăхлă, кирлĕ çар специальноçĕллĕ пулсан мобилизацие лекеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем иккĕшĕ те РФ гражданĕсем. Унсăр пуçне вĕсен çĕршыв умĕнче тивĕçĕсем пур.

— Манăн аппан ывăлĕ «Элара» оборонăпа промышленноç комплексĕн предприятийĕнче ĕçлет. Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн çакнашкал предприятин ĕçченĕсене мобилизацилемелле мар. Ăна повестка панă...

— Чăн малтанах çакнашкал предприятисен ертӳçисен хăйсен ĕçченĕсен списокне хатĕрлесе çар комиссариатне ярса памалла. Ку ыйтăва çар комиссариачĕсемпе калаçса, килĕшсе вырăнта татса памалла.

- Тулли мар мобилизацие миçе çулти çынсем лекеççĕ?

— Чăн малтан, пĕрремĕш категорири 35 çулти çынсем.

— Хăр тăлăх çамрăксем тĕлĕшпе вара?

— Вĕсем те ахаль çынсем пекех çара каяççĕ вĕт. Апла пулсан уйрăмлăх çук. Паллах, хăш-пĕр тĕслĕхсĕр пуçне: енчен те вăл опекун шутланмасан е çавнашкал ытти тивĕçе хăй çине илмен пулсан.

— Хĕрарăмсем мобилизацие лекеççĕ-и?

— Чăн та, пирĕн субъектшăн кун пек тĕллев палăртман. Саккун тăрăх, хĕрарăм тухтăрсене мобилизацилеме пултараççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем çар тивĕçне пурнăçлама тивĕçлисем. Анчах та пулас ача амăшĕсене тата пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсене çакă пырса тивмест.

— Тавах калаçушăн.

❗Сăмах май.

Шалти ӗҫсен министерстви асăрхаттарнă тăрăх, мобилизаци ĕçĕсене туса ирттернĕ май çар комиссариачĕсем çывăхĕнче çын тата машина чылай пухăннине пула çул çӳрев йĕркине пăсасран асăрханса транспорт хатĕрĕсене парковкăсенче тата ятарлă палăртнă вырăнсенче хăвармалла.

Поделиться:
Распечатать