1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 18 Апрель 2024 г.
5 сентября 2022 г. 9:49

Çăкăр заводĕнче пулнă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов тата Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Эмир Бедертдинов «Тăвайри çăкăр» общество ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Коллектив ертÿçи Татьяна Обаськина производсто аталанăвĕпе, ĕçри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.

Тăвайри пекарня 1937 çулта ĕçлеме пуçланă. Ун чухне пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тунă, кăмакасене вутăпа хутнă. 1962 çулта çĕнĕ пекарня талăкĕпех ĕçлесе çынсене çăкăр-булка изделийĕсемпе тивĕçтернĕ, çĕркăмрăкпа усă курма пуçланă. Электрокăмакасене хута яни заводра производсто калăпăшне ÿстерме май панă. Çĕнĕ технологисем ĕçе кĕрсе пынă. Тĕп продукцисĕр пуçне сухари, печени-пĕремĕк, макарон, кондитер изделийĕсем кăлараççĕ суту-илĕве.

Республика министрĕ завод туса кăларакан таварсемпе интересленнĕ, кунта ĕçлекенсемпе калаçнă. Татьяна Витальевна производство пуçĕн-че 2005 çултанпа. Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ те вăл. «Завод паян 100 ытла тĕрлĕ продукци, талăкра 1 пин тоннăна яхăн кăларать,— тенĕ вăл.— Ялти лавккасене, ача сачĕсемпе шкулсене, кÿршĕллĕ районсенчи харпăр хăй тытакан магазинсене ăсанать. Производствăра 27 çын тăрăшать». Кăçалхи 7 уйăхра пĕтĕмĕшле продукци калăпăшĕ 16 млн та 200 тенкĕпе танлашнă.

Поделиться:
Распечатать