1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 11 Ноябрь 2024 г.
5 сентября 2022 г. 9:34

Пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçланине тĕрĕсленĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимр Михайлов пĕрле ĕçлекенсемпе татарайонти депутатсен Пухăвĕн депутачĕпе Юрий Ефимовпа пĕрле Енĕш Нăрвашри пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене мĕнле пурнăçа кĕртнине тĕрĕсленĕ.

Вăл ялти культура çуртне тĕпрен юсас ĕçсемпе паллашнă, Чăваш Республикинчи «Культура аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн çĕнетеççĕ палăртнă объекта. Хальхи вăхăтра шалти ĕçсене малалла пурнăçлаççĕ. Объект фасадне çĕнетессипе ĕçсем вĕçленеççĕ.

Тĕрĕслевçĕсем çавăн пекех Токсин урамĕнчи кĕпер витĕр шыв кăларакан пăрăха юсасси мĕнле пулса пынипе интересленнĕ. Паянхи куна унта асфальт сарасси, карта тăвасси тата ытти хăш-пĕр ĕçсене вĕçлесси юлнă.

Поделиться:
Распечатать