1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
5 сентября 2022 г. 10:32

Шкула, ачасемĕр, шкула!

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче республикăри шкулсенче пĕрремĕш класа каякан 17,5 пин ача парта хушшине ларнă (иртнĕ çул — 17 пин ача). 2022 çулта 149 пин вĕренекен пĕлÿ пухма тытăнать.

2022—2023 вĕренÿ çулĕнче Чăваш енре пурĕ 392 шкул алăкĕсене уçать.

Вĕренÿ процесĕ çавăн пекех 12 аслă шкулпа 24 техникумра тата колледжра пуçланать. Очно майпа пурĕ 48 ытла пин студент, вĕсенчен пĕрремĕш курса каякан 15 пин ытла çамрăк, пĕлÿ пухĕ. Республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнчен вĕрентÿ çине 26 млрд тенкĕ, пĕтĕмĕшле бюджетăн 28 проценчĕ, уйăраççĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 15 муниципалитетри 31 шкула пĕтĕмпе 2,7 млрд тенкĕлĕх тĕпрен юсанă, кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтернĕ.

2023 çулта тĕпрен юсамалли программăна 11 муниципалитетри тепĕр 22 шкула кĕртнĕ. Ку федераллă бюджетран тата 2,0 млрд тенкĕ таран сумма явăçтарать.

2024—2025 çулсенчи модернизаци планĕпе республикăра тепĕр 141 шкула тĕпрен юсĕç.

2025 çулччен тĕпрен 247 шкул (100 процент) юсама планлаççĕ.

2022 çулхи авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен республикăра 64 «Ÿсĕм лапамĕ» центр уçăлать. Унта тĕп предметсемпе — пахалăхлă, IT-технологипе, медиатворчествăпа, шахматпа тата ытти юхăмпа хушма пĕлÿ илме пулать.

2021—2022 вĕренÿ çулĕнче 143 центрта 25 пин ача пĕлÿ пухнă.

Шкул ачисемпе студентсене, вӗрентекенсемпе ашшӗ-амӑшне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Пӗлӳ кунӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламланă.

– Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ҫӗнӗ пӗлӳсем, открытисемпе ҫитӗнӳсем еннелле тӑсӑлакан аслӑ ҫулпа ҫӳреве тухма йыхӑрать. Шкула пуҫласа килекен 17 пин ачашӑн ҫак кун пурнӑҫри ҫӗнӗ пысӑк та пӗлтерӗшлӗ тапхӑрӑн, вун пӗрмӗш класра вӗренекен пилӗк пин ҫамрӑкшӑн вара – шкул программине алла илмелли вӑхӑтӑн юлашки сыпӑкӗн пуҫламӑшӗ пулса тӑрӗ.

Тата, паллах, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пысӑк та курӑмлӑ, ҫав вӑхӑтрах пирӗншӗн пуриншӗн те усӑллӑ улшӑнусемпе асра юлӗ. Ҫӗршыври мӗнпур шкулта эрне пуҫламӑшӗнче уроксем Раҫҫей Федерацийӗн ялавне ҫӗкленӗ тата гимнне итленӗ хыҫҫӑн пуҫланӗҫ. Ҫак йӑлана пирӗн республикӑра иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫласа ӗҫе кӗртнӗ те ӗнтӗ.

Шкул директорӗсен воспитани ӗҫӗ енӗпе ӗҫлекен канашҫисен институтне Чӑваш Ен пилотлӑ регионсен шутӗнче йӗркелет. Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен юхӑмӗн уйрӑмӗсене туса хума палӑртнӑ, сӑмах май, ҫав юхӑм ятне эпир пурте пӗрле шутласа тупма пултаратпӑр! Раҫҫейри йӑлана кӗнӗ ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет  хаклӑхӗсене ҫирӗплетес тӗллевпе «Пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫни» урок тулашӗнчи занятисене тӑтӑш ирттерме йышӑннӑ.

Республика пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей Ҫут ӗҫ министерствин шкулӗ» ҫӗнӗ тепӗр проекта пурнӑҫлама хутшӑнать, ҫавна май пирӗн шкулсем ачасемшӗн тата ҫитӗннисемшӗн вӗренӳпе воспитани, ҫут ӗҫ центрӗсем пулса тӑрӗҫ. Шкул саккинчен тытӑнсах «пӗрремӗш» ӗҫ профессине алла илме Чӑваш Енре «Шкул – техникум/ ВУЗ – предприяти» форматпа туса хатӗрленӗ профориентаци проекчӗ пурнӑҫланать.

Вӗренӗве пулӑшасси патшалӑхӑн улшӑнми тӗп ҫул-йӗрӗ шутланать, ҫавна май эпир пӗлӳ пахалӑхӗпе юрӑхлӑхне тӑтӑшах ӳстерсе пырас, шкулсене ҫӗнетсе тӑрас енӗпе малалла ӗҫлетпӗр. Пирӗн тӗп тӗллев – ачасене пур енлӗн аталанма, ҫитӗнӳсем тума тата вӗсене Аслӑ Раҫҫейӗн гражданӗсемпе патриочӗсем пулса ӳсме пулӑшакан пӗлӳ шайӗпе тивӗҫтересси.

Хаклӑ туссем! Сире пӗлӳ, ҫитӗнӳсемпе питӗ лайӑх паллӑсен анлӑ та вӗҫсӗр-хӗрсӗр тӗнчинче кӑсӑк ҫул ҫӳрев сунатӑп! Мӗнпур вӗрентекене – иксӗлми хастарлӑхпа хавхалану, профессире ҫитӗнӳсем, ашшӗ-амӑшне, асламӑшӗ-кукамӑшӗпе аслашшӗ-кукашшӗне – вӑй-хал, ачисемпе тата мӑнукӗсемпе юнашар пулма яланах хатӗр тӑма, вӗсемпе мӑнаҫланма сунатӑп! Ҫулӗ такӑр пултӑр! – тенӗ  вăл.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче районта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вунă шкул, шкулчченхи пĕлÿпе тивĕçтерекен 12 организаци, хушма пĕлÿ паракан 3 учреждени ĕçлеме тытăнаççĕ.

Пирĕн шкулсенче пурĕ 1370 вĕренекен (çав шутра 131-шĕ пĕрремĕш-сем) парта хушшинче ларчĕ.

Кăçал та Пĕлÿ кунĕнче Тăвайри шкула çÿрекенсемпе пĕрле савăнма тÿр килчĕ. Юсанă хыççăн çĕнелсе улшăннă шкул алăкĕсене яриех уçнă, вĕренекенсемпе ĕçлекенсене хăйĕн ытамне тепĕр хут хаваспах йышăннă.

Ирхине тăхăр сехетре пуçланчĕ шкул умĕнче йĕркеленĕ савăнăçлă линейка. Вăл Раççей ялавне çĕкленипе тата гимнне юрланипе пуçланчĕ.

— Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ачасен умĕнче пĕлÿ горизончĕсене малалла уçса пытăр, педагогсене вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемпе хавхалантартăр, ашшĕ-амăшĕсене вара — хăйсен ывăл-хĕрĕсен мухтавĕпе. Ку вĕренÿ çулĕ хыçа юлнинчен лайăхрах пултăр, сирĕн тĕллевĕрсем, вĕрентÿри çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕрсе пыччăр,— тесе саламларĕ Тăвайри вăтам шкул директорĕ Евгений Моряков чи малтан сăмах илсе.

Кăçал Тăвайри вăтам шкула пĕлÿ пухма 628 ача çÿреме пуçлать иккен, вĕсенчен 58-шĕ — пĕрремĕшсем.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов Тăвай енри шкулсем ачасене йышăнма ăнăçлă хатĕрленсе çитнине палăртрĕ, пушар хăрушсăрлăхĕпе санитарипе эпидемиологи правилисене пăхăнса тивĕçлĕ мероприятисем ирттернине асăнчĕ, шкулсен çумĕнчи участоксене йĕркене кĕртни пирки чарăнса тăчĕ.

— Сире пурне те чаплă та чуна хумхантаракан уявпа — Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламлатăп. Чи малтанах пуçласа шкула килекенсене — пĕрремĕш классене — мĕнпур лайăххине сунатăп. Вĕсене малта çĕнĕлĕхсемпе пуян, кăсăк та илĕртÿллĕ пурнăç кĕтет,— тесе ырă сунчĕ тата Владимир Борисович.

Унтан Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Чăваш Республикин çутçанталăкпа экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем — Татьяна Обаськинапа Владимир Никифоров, надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Владимир Михайлов, район прокурорĕн заместителĕ Артур Белов, П.Х.Бухтулов хĕрĕ Т.П.Бухтулова, шкулти ашшĕсен комитечĕн председателĕ Николай Перцев, шкул управляющин Канашĕн председателĕ Елена Иванова, Тăвайри искусствăсен шкулĕн директорĕ Ирина Григорьева, Михаил Архангел ячĕллĕ храм настоятелĕ Георги атте пĕлÿ тĕнчинче ăнăçу сунчĕç çамрăксене. Пуçласа парта хушшине ларакансене чылай ăшă сăмахсем каларĕç пухăннисем.

Вунпĕрмĕш класри Максим Петровпа Мальвина Козлова, пĕрремĕш класа килнĕ Артем Шакровпа Александра Тихонова пĕрремĕш шăнкăрав пачĕç çакăн хыççăн. Унтан пурте çутă та таса классене кĕчĕç.

Кашни вĕренÿ учрежденийĕнчех вĕренекенсемпе тата ĕçлекенсемпе ăшă тĕлпулусем иртнĕ пĕлÿ кунĕнче. Мучар шкулĕнче савăнăçлă линейкăра ачасене райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Григорий Куклов, финанс пайĕн пуçлăхĕ Александр Сергеев саламланă. Унтан шкул директорĕпе Алексей Беловпа, учительсен коллективĕпе малашнехи аталану çул-йĕрне сÿтсе явнă. «Ÿсĕм лапамĕ» центр уçăлнине ачасем хапăллăн йышăннă. Çав кун Çĕнĕ Пуянкассинчи, Енĕш Нăрвашри вăтам шкулсенче те «Ÿсĕм лапамĕ» центрсем ĕçлеме пуçланă, вĕсем валли 4,5 миллион тенкĕлĕх оборудовани илнĕ.

Тăвайри ача-пăча искусство шкулĕнче Ирина Григорьева директорпа кунта тăрăшакансемпе тĕл пулнă район представителĕсем. Кунти ĕç-хĕлпе паллашнă май, ачасен пултарулăхне аталантарас енĕпе тăракан малашлăх тĕллевсемпе интересленнĕ, вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемпе кăмăллă юлнă.

Тушкил шкулĕнче вĕренекенсене, учительсене, ашшĕ-амăшне ЧР çутçанталăкпа экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă, ырлăх-сывлăх, ăнăçусем суннă. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕпе Елена Емельянова директорпа, шкул коллективĕпе тĕл пулса калаçнă. Пĕлтĕр шкулта тĕп юсав ĕçĕсем ирттернĕ. «Ÿсĕм лапамĕ» ачасен пултарулăхĕ, професси суйласси çине ырă витĕм кÿнине палăртнă ашшĕ-амăшĕсем.

Директор тимленипе тата çынсем пулăшнипе, пуçару бюджечĕн проектне хутшăнса шкулта юлашки 3 çул хушшинче чылай ĕç пурнăçа кĕнĕ. Территори тавра карта тытса çаврăннă, спорт площадкине тата шывпа, ăшăпа тивĕçтерес тулашри сетьсене юсанă, çĕнĕ хоккей коробки тăваççĕ, музея çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ.

 

 

Поделиться:
Распечатать