1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
5 сентября 2022 г. 9:35

Сывлăх сыхлавĕ, ФАПсем çĕнелни

«Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» халăх программи:

«Граждансене меллĕ пултăр тесе вĕсене фельдшерпа акушер пункчĕсенчех (ФАПсенчех) кирлĕ эмелсемпе тивĕçтерессине палăртса хумалла.

Сывлăх сыхлавĕн пур шайĕнче те — ФАПсенчен пуçласа регионсенчи тата федераци центрĕсенчи таранах — пĕр тĕвве çыхăнтаракан ку чухнехи IT технологисемпе, информаци системисемпе усă курассине сарса пымалла. Çакна валли нумай йăрăмлă çирĕп интернетпа тивĕçтермелле, медицина центрĕсен оборудованине çĕнетмелле, медицина учрежденийĕсене интернет-трафикшăн тÿлессине чакармалла».

«Чăваш Ене пĕрле аталантаратпăр».

2025 çулччен республикăра 6 çĕнĕ поликлиника, 15 врач амбулаторийĕ, пĕтĕмĕшле врач практикин 9 уйрăмĕ тума, 27 медицина учрежденине тĕпрен юсама, 88 ФАП тума тата модернизацилеме палăртаççĕ. Çапла, Канаш хулинче врач амбулаторийĕ, Çĕмĕрле хулинче пĕтĕмĕшле врач (çемье) практикин уйрăмĕ тăвассине плана кĕртнĕ.

«Земски тухтăр», «Земски фельдшер» программăсем активлă пурнăçланаççĕ. Чăваш Енрен вĕсемпе 203 врач тата 71 фельдшер усă курнă.

Республикăра паянхи кун тĕлне «Сывă малашлăх» парти проекчĕпе килĕшÿллĕн мĕнпур фельдшер пункчĕ-сен çуррине ытла çĕнетнĕ. Пĕлтĕр вĕсем халиччен пулман ялсенче пилĕк фельдшерпа акушер пункчĕ хута янă.

Регионти кашни муниципаллă районтах ялсенче пурăнакансене профилактика енчен тĕрĕслесе тăма куçса çÿрекен фельдшерпа акушер пункчĕ пур. Кашни фельдшерпа акушер пунктнех, çав шутра чи аякрисене те, пысăк хăвăртлăхлă интернет кĕртнĕ. Çакă вăл пациентăн электронлă карттипе ĕçлеме, территорисем хушшинчи центрсенчи тата республика шайĕнчи больницăсенчи врачсемпе çыхăнма май парать.

2022 çулта Канаш районĕнче нумай профильлĕ поликлиника тума тытăнаççĕ. Çавăн пекех Муркашри тĕп район больницин çĕнĕ поликлиники валли те проект документацийĕ хатĕрлеççĕ, ăна 2024—2025 çулсенче тума палăртаççĕ. Пĕтĕмпе вара 2025 çул вĕçĕччен республикăра пĕрремĕш сыпăкри 77 объекта тăваççĕ, 100 ытла поликлиника подразделенине юсаса çĕнетеççĕ, 90 автомобиль тата çĕршер единица медицина оборудованийĕ туянаççĕ.

2022 çултан пуçласа республикăра медицина реабилитацине аталантармалли федераллă программăна пурнăçа кĕртме тытăннă, вăл 2025 çулччен пырать.

2022 çулта икĕ пысăк учреждение — Хулари 1-мĕш номерлĕ клиника больницине, унăн никĕсĕ çинче стационарлă чи пысăк реабилитаци учрежденийĕсенчен пĕри вырнаçнă тата çавăн пекех Республикăри ача-пăча клиника больницине, унта ачасен сывлăхне çирĕплетмелли центр тĕпленнĕ, оборудованипе çĕнетсе пуянлатĕç. Пĕтĕмпе программăна пурнăçлама 2025 çулччен Раççей Сывлăх сыхлав министерстви уйрăмах хатĕррисен шучĕпе суйласа илнĕ ултă медицина учрежденийĕ хутшăнать. Вĕсен шутĕнче — Республикăри кардиологи диспансерĕ, Республикăри клиника онкологи диспансерĕ, Шупашкарти П.Н.Осипов ячĕллĕ Пĕрремĕш хула больници тата Республикăри клиника больници тата ытти те.

Фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ:

«Ялсенче пурăнакансемшĕн харпăр хăй ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ пурри питех те пĕлтерĕшлĕ. Патшалăх тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политка партийĕ ку енĕпе пысăк ĕç тăваççĕ, хамăр районтах акă нумай ялта çĕнĕ ФАПсем çĕкленчĕç.

Эпĕ Сăхăтпуç ялĕнчен. Унта та кăçал çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайрĕ, ял çыннисене чылайранпа пăхса-сиплесе тăракан Ираида Николаевна Андреева хăйĕн клиенчĕсене ку чухнехи модульлĕ çĕнĕ ФАПра йышăнать халĕ.

Эпĕ нумайранпа çĕнетнĕ фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлетĕп. Çынсене кулленех ырă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илме, вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме , хамăн ĕçре профилактика ыйтăвĕсем çине уйрăмах тимлĕх хума тăрăшатăп. Куллен кирлĕ оборудовани пур халĕ пунктра. Çынсем юн пусăмне, чĕре епле ĕçленине тĕрĕслеттереççĕ, эмел, канаш ыйтаççĕ, укол тутараççĕ, фонендоскоппа итлеттереççĕ. Прививка тутарма, диспансеризаци, флюорографи ыйтăвĕсемпе килеççĕ тата ытти те. Фельдшерпа акушер пункчĕ — халăха çывăх медучреждени, кунта çынсем малтанхи пулăшу илеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ çĕршывра медицинăн пуçламăш сыпăкне аталантарассине пысăк тимлĕх хураççĕ».

Шалти ĕçсем пыраççĕ

Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилесси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, Тушкилти врач амбулаторийĕ тăвасси малалла пырать.

Çу уйăхĕн вĕçĕ тĕлне çурта хăпартса витсе лартнă. Вăл врач практикин çурчĕ пулнă вырăнта вырнаçнă. Хальхи вăхăтра унта шалти ĕçсем пыраççĕ. Электроэнерги тытăмне çыхăнтарассипе ĕçлеççĕ, штукатурка тăваççĕ, плиткăсем çыпăçтараççĕ, урайне сараççĕ, алăксем лартаççĕ.

Тирпей-илем кĕртесси те тимлĕхре. Амбулатори кăçал хута каймалла. Вăл виçĕ ялăн пин ытла çыннине тивĕçтерме пуçлĕ.

 

 

Поделиться:
Распечатать