1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 11 Октябрь 2024 г.
9 сентября 2022 г. 16:37

95 çулхи юбилейĕпе

Нумаях пулмасть Улянкăра пурăнакан ĕç ветеранне Ольга Григорьевна Григорьевана 95 çул тултарнă ятпа Раççей Президенчĕн саламлă çырăвне панă. Çулĕсене пăхмасăр маттур-ха вăл, урамри сак çине тухса ларать. Пурте ăна сывлăх сунса иртсе каяççĕ. Çынсемпе калаçма ÿркенмест, ял хыпарĕсемпе интересленет. Вулама юратнăран, эрнекун çитессе кĕтет. Район хаçатне алла тытсан сăн-пичĕ çуталать. Паллакансене курсан савăнать.

Ольга Григорьевна кун-çулне сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарнă. Тăвайри тĕп больницăра ача çураттармалли уйрăмра акушеркăра ĕçлесе пенсие тухнă, икĕ ывăл пăхса ÿс- тернĕ. Мăшăрĕ, Павел Александрович, вăрçă суранĕсене пула 23 çул каяллах çĕре кĕнĕ. Андрей ывăлĕн çемйипе пурăнать. Мăнукĕсем сума сăваççĕ асламăшне.

Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Семенов, ял старости Елена Петрушкова саламланă салтак арăмне.

Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, «Россети Волга» — «Чувашэнерго» ПАО филиалĕн Кăнтăр производство уйрăмĕн Тăвай районĕнчи электричество сечĕн ертÿçи Тимофей Иванов Ольга Григорьевнаран аякра мар пурăнать. «Эсир кун çути панă çынсем паян кун та сире ырăпа аса илеççĕ, тав тăваççĕ. Хамăр Улянкă ялĕнче те миçен вĕсем? Чылай нуша, хуйхă витĕр тухнă эсир, вăрçă ачисем. Сирĕн ĕç паттăрлăхĕ çамрăк ăрăва хавхалантарать. Ватлăхăр канлĕхре ирттĕр, 100 çула çитнине те курасчĕ»,— тесе ырă суннă Тимофей Иванович ялти ветерана. Сăмах май, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ ватăсен пурнăçĕпе интересленсех тăрать, ялти мероприятисене те хутшăнать, май килнĕ таран пулăшма тăрăшать.

Ĕçленине кура — хисепĕ тенĕ пек, çапла эрнипех хăна татăлман Григорьевсен килĕнчен. Улянкăри ветерансен канашĕн председателĕ Анатолий Михайлов та ăшă сăмахсемпе тав туса Ольга Григорьевнана савăнтарса хăварнă. Шурă халатлă ĕçчен хăй вăхăтĕнче ялта такама та медицина пулăшăвĕ панă — кам укол тума чĕнсе илнĕ, камăнне суранне çыхмалла, юн пусăмне виçмелле. «Эсир пирĕншĕн ял тухтăрĕ вырăнĕнче пулнă»,— тенĕ Анатолий Иванович.

Ялти клуб çумĕнчи «Мерчен» ушкăнри чăваш тумĕллĕ хитре хĕрсене курсан кинемейĕн сăн-пичĕ çуталнă. Юрă хыççăн юрă шăрантарса кăмăлне уçнă уçă саслă ял артисчĕсем. Вĕсенчен те хăшне-пĕрне Ольга Григорьевна пурнăç парнеленĕ иккен. «Сирĕнпе пĕрле пулса хама темиçе çул çамрăкланнăнах туйрăм. Ырă та сывă çÿрĕр»,— тесе ăсатнă вĕсене те ялти хисеплĕ ватă.

Поделиться:
Распечатать