1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
9 сентября 2022 г. 16:26

Тушкилте — çĕнĕ амбулатори

Район ертÿлĕхĕ уйăх пуçламăшĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе Тушкилти врач амбулаторине тунă çĕрте пулнă, подряд организацийĕсен ертÿçисемпе калаçнă. Тăвакан объектри ĕçлĕ лару-тăрупа Алексей Степанов тĕп врачпа Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Трофимов паллаштарнă.

Çĕнĕ медицина учрежденине Тушкилти Некрасов ячĕллĕ урамра тăваççĕ. Хальхи вăхăтра шалти тата тулти ĕçсене пурнăçлаççĕ, территорине тирпейлеççĕ.

— Амбулаторине тăвас ĕçре «Стройтех» ООО коллективĕ ырă тĕслĕх кăтартать. Ку объекта 2022 çул вĕçĕнче туса пĕтерме палăртнă. Строительсем хăйсен тĕллевĕсене вăхăтра пурнăçа кĕртчĕр тесе контрольте тытать район ертÿлĕхĕ. Тушкилсемпе ямпулатсем тата сăхăтпуçсем кĕçех çĕнĕ условисенче сипленме пуçласса шанатпăр, — палăртать Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Алексей Степанов.

Виçĕ ялта пурăнакансене тивĕçтерĕ çĕнĕ врач амбулаторийĕ. Ял тăрăхĕнче пурĕ 1282 çын пурăнать, çав шутра 140 ача.

Поделиться:
Распечатать